08 октября 2008 г.
РАЙОН администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ кăçалхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче тутар культурин кунне-фестивальне ирттересси çинчен йышăну кăларнă.
Фестивалĕн суйласа илмелли тапхăрĕ октябрĕн 17-мĕшĕнче Асанкассинчи Культура çуртĕнче иртĕ, унта уйрăм солистсемпе пултарулăх коллективĕсем хутшăнĕç. Фестиваль вокал жанрĕ, инструментсен жанрĕ, ташă жанрĕ, илемлĕ сăмах жанрĕ, ал ăсталăх жанрĕ номинацисемпе иртет.