Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ÿркен çеç...

08 октября 2008 г.

ÇĔР лаптăкĕ ытла нумаях мар манăн – 40 гектар патнелле çеç. Анчах çак лаптăкăн пĕр пусăмĕ те ахаль выртмасть. Кăçал кăна, сăмахран, 30 гектар урпа акса ÿстертĕм. Тухăçĕ те, çанталăкне кура, начарах мар пулчĕ – кашни гектартан çирĕмшер центнер ытла çапса илтĕм.

Нумай çул ÿсекен курăксене те çитĕнтеретĕп. Вĕсем çичĕ гектар шутланаççĕ. Çу каçа вĕсене икĕ хутчен çулса илтĕм, çителĕклĕ таран паха утă хатĕрлерĕм. Çанталăк чипер тăрсан, виççĕмĕш хут та çуласшăн.

Çĕр хăйне пăхнине юратать. Кăçал пĕтĕм лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăварасшăн. «Çĕр апачĕ» те – тислĕк – хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупĕ: унсăр çитес çул пысăк тухăç илеймĕн.

Халĕ – ĕлĕкхи мар: суха пуçĕпе кăна малалла каяймăн, техника кирлĕ. Ку тĕлĕшпе чăрмавсем çукрах темелле. Т-70 маркăллă трактор, ГАЗ-53 автомашина яланах юсавлă. Чăнах та, хальлĕхе тыр-пул пухса илекен комбайн çук. Кăçал ку тĕлĕшпе кÿршĕ ялти «Карла» фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертÿçи Г.Макаров пысăк пулăшу пачĕ. Тавах ăна çакăншăн.

Хамăн çĕр çинче туса илнĕ тухăç ăçта каять тетĕр; Услам илес шутпа сутмастăп ăна, килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усратăп. Паянхи куна хуçалăхра пĕр ĕне, сакăр пăру, вăтăр пуçа яхăн сысна пур.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, килти хуçалăха аталантарма эпĕ патшалăхран икĕ хутчен çăмăллăхлă кредит илтĕм. Çак кредит – питĕ усăллă, çавăнпа та эпĕ ытти çынсене те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика