Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн тăрăшатпăр, малашлăха шанатпăр

11 октября 2008 г.

Петр Александрович Блинов Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралнă. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă вăл: “Прогресс” колхозра та, комсомолпа парти органĕсенче те, район Совечĕн ĕçтăвкомĕн, район администрацийĕн ертÿçинче те. Хăйне шанса панă ĕçсенче яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Ахальтен мар П.А.Блинов Чăваш Республикин Хисеп грамотине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Петр Александрович 2001 çултанпа почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче тăрăшать – Елчĕкри почтамт ертÿçинче тимлет. Çак кĕске вăхăтрах кунта та чыса çĕнсе илнĕ – Раççей Почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикин управленийĕн Тав çырăвĕ çакна çирĕплетет.

Пĕтĕм тĕнчери Почта кунĕ умĕн пирĕн корреспондент П.А.БЛИНОВПА тĕл пулнă, почта çыхăнăвĕн ĕç-хĕлĕ, малашлăхĕ пирки каласа пама ыйтнă.

– Почта ĕçченĕсене эпĕ яланах ăмсаннă. Вĕсем чи кирлĕ хыпарсене ял çыннисем патне маларах çитереççĕ-çке. Хама почта çыхăнăвĕнче ĕçлеме чĕнсен хаваслансах килĕшрĕм – ĕç интереслĕ тата малашлăхлă. Шутласа пăхсассăн, мĕнле кăна пулăшу памаççĕ почта ĕçченĕсем; Çĕнĕ хаçат-журнал кирлĕ-и; Тархасшăн. Ытти енĕпе те халăха пулăшма яланах хатĕр вĕсем.

– Петр Александрович, пулăшусем пирки сăмах хускатрăр пулсан, мĕнле ĕçлет паян почта;

– Пирĕн пулăшусем тĕрлĕ енлĕ. Эпир çынсем патне çырусем, посылкăсемпе бандерольсем, хаçат-журнал çитеретпĕр. Акă, хаçат-журнал пирки кăна сăмах пуçарсан, хальлĕхе пирĕн почтамт урлă 41100 экземпляр тĕрлĕ хаçатпа журнал сарăлать. Кăçалтан пуçласа 4 район – Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи çынсене пулăшу парассипе тимлетпĕр.

Хаçат-журнал çырăнтарассипе почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем, почтальонсем сахал мар ĕçлеççĕ: час-часах редакцисен ĕçченĕсемпе, вулакансемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, çĕнĕлĕхсене ăнлантарса параççĕ.

Çакăнпа кăна лăпланса лармаççĕ почта ĕçченĕсем. Пурнăçра куллен кирлĕ таварсене те килех çитерсе параççĕ. Уйрăмах çакă ватăсемшĕн питĕ меллĕ. Кашни уйăхра вăтамран 1,5 миллион тенкĕлĕх тавар сутатпăр. Çакă мар-и çынсемшĕн тăрăшни;

Финанс енчен те сахал мар пулăшу параççĕ почтальонсем. Вĕсем пенсионерсемшĕн кĕтнĕ хăнасем - кашни уйăхра 18455 ватă патне çитеççĕ вĕсем, пенси укçи валеçеççĕ.

– Тата мĕнле çĕнĕлĕхсем пур;

– Çĕнĕлĕхсем сахал мар. Акă, сиртен инçетре пурăнакана укçа-тенкĕ питĕ васкавлă кирлĕ. Ахаль мелпе ăна куçарса парас тесен, вăхăт нумай иртет. “Кибер Деньги” мелпе усă курсан, вăл укçана 72 сехет хушшинчех алла илет. Çавăн пекех “Кибер почта” питĕ меллĕ.

Почта урлă эсир кредитсемпе татăлма, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлевсем хывма пултаратăр. Сотовăй телефонсемпе усă курнăшăн та тÿлевсене пирĕн патăмăртах илеççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх вăл - телефонсемшĕн, Интернет пулăшăвĕсемшĕн укçа-тенкĕне почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче илме пуçăнни те абонентсемшĕн питĕ меллĕ.

Чылайăшĕн килĕнче халĕ “кăвак çулăм” çунать. Çут çанталăк газĕшĕн ăçта тÿлесен çăмăлрах; Паллах, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче.

– Çынсен кăмăлне тивĕçтерессипе чи лайăххисене палăртсамăр...

– Кашни районтах йышлă вĕсем. Çапах та почта çыхăнăвĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари (ертÿçи Д.Адюкина), Кĕçĕн Таяпари (Н.Семенова), Патăрьел районĕнчи Çĕньялти (Р.Иванова), Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалти (Т.Мандрюкова) уйрăмĕсене палăртса хăварасшăн. Чăннипех хастар вĕсенчи ĕçченсем.

Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче тăрăшакан кашни ĕçчене, клиентсене уяв ячĕпе саламлатăп, ăнăçу, телей сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика