15 октября 2008 г.
КĂÇАЛХИ апрельте, хушма диспансеризаци планĕпе килĕшÿллĕн, район администрацийĕн, районти ял поселенийĕсен ĕçченĕсене тата предпринимательсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма пуçларăмăр. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ, паллах, питĕ пысăк. Сывлăха тарăннăн тата тĕрлĕ енлĕн тĕпчесе тĕрĕсленĕ май, хăш-пĕрисен вăраха кайнă чир-чĕрсем те палăраççĕ. Теприсен вара чир пуçламăшĕн паллисем кăна курăнаççĕ. Çакнашкал çынсене кĕске вăхăтрах сиплеме пулать. Шел, тарăна кайнă чир-чĕре сиплесси вара вăраха тăсăлать. Çийĕнчех, чир пуçламăшĕнчех больницăна килменни вăхăт ытларах çухаласси, хушма тăкаксем тăвасси патне илсе пырать.
Райадминистраци тата ял поселенийĕсен специалисчĕсем медицина тĕрĕслевĕ çине тивĕçлĕ яваплăхпа пăхаççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех больницăра пулнă ĕнтĕ. Анчах та предпримательсем пирки çакна калаймăн. Вĕсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме васкаманни питĕ тĕлĕнтерет. Паллах, ку çитменлĕхе çывăх вăхăтрах пĕтермелле, предпринимательсен çак уйăх вĕçлениччен медосмотр витĕр тухма тăрăшмалла.
Тĕрĕслевре пурĕ 229 çыннăн пулмалла. Паянхи кун тĕлне больницăна 118 çын килнĕ.
Медицина тĕрĕслевĕ – сывлăх çăлкуçĕ. Çакна пирĕн кашнийĕнех асра тытмалла.