Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăратлă выльăх – кĕтÿ илемĕ

15 октября 2008 г.

«АПК аталанăвĕ» наци проектĕнче выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатмаллине, нумай продукци пама пултаракан таса ăратлă выльăхсем туянмаллине уйрăммăн палăртнă. Ку тĕлĕшпе патшалăх дотаци парса та пулăшать.

Кăçал хамăр районти «Исток» хуçалăх Чулхула облаçĕнчен 62 пуç «красногорбатовская» ăратлă пушмак пăрусем туянчĕ. Пурĕ 2 миллион та 803 пин тенкĕ тÿленĕ. Ăратлă выльăх туяннăшăн хуçалăха федераллă бюджетран 330 пин, республика бюджетĕнчен 1 миллион та 274 пин тенкĕ дотаци панă.

Фермерсем те выльăхсен ăратлăхне лайăхлатасси пирки шутлама пуçларĕç. Ку тĕлĕшпе пуянкассисем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, «Владислав» фермер хуçалăхĕ Патăрьел районĕнчи «Красная Знамя» СХПКран икĕ пуç, «Радуга» фермер хуçалăхĕ виçĕ пуç «крупная белая» ăратлă сысна амисем туянчĕç. Паллах, ăратлă выльăх илнĕшĕн вĕсене те патшалăх дотаци панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика