Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Шуряков – Тĕнче тата Европа чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ

18 октября 2008 г.

ОКТЯБРĔН 9-13-мĕшĕсенче Архангельск хулинче кире спорчĕн Тĕнче тата Европа чемпионачĕ, Михаил Ломоносова халалласа Тĕнче турнирĕ иртнĕ. Унта кире спортĕнче пысăк утăмсем тунă, 40 çултан аслăрах мастерсем вăй виçнĕ. Çак ăмăртусене Шăмăршăра пурăнакан Раççей чемпионĕ, Тĕнче чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ В.П.Шуряков та хутшăннă.

Владимир Петрович ăмăртусенче район чысне сумлăн хÿтĕленĕ. 24 тата 16 килограмлă кире пуканĕсемпе тĕрлĕ упражненисем пурнăçласа тата вăрăм циклта пысăк ăсталăх кăтартса 60-64 çулти спорт ветеранĕсем хушшинче вăл Тĕнче тата Европа чемпионатĕнче, Михаил Ломоносова халалланă Тĕнче турнирĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пурĕ 6 кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Спортсменсене ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулнине шута илсе, çак пысăк мероприятисене пĕр тапхăртах йĕркелесе ирттернĕ. Ку ăмăртусене Украинăра пурăнакан 83 çулти вăрçă ветеранĕ, Тĕнче чемпионĕ Кирпичников та хутшăннă (чи асли пулнă).

Тĕнче тата Европа шайĕнчи сумлă ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн В.П.Шуряков район пуçлăхне В.П.Фадеева, С.А.Галкин предпринимателе тата «Бездна» фермер хуçалăхĕн ертÿçине А.И.Сатеева район хаçачĕ урлă чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçĕсенче ăнăçу сунать.

Спортра пысăк çитĕнÿсем тунă ятпа Владимир Петровича ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика