18 октября 2008 г.
КАМ ăçта ĕçлет – кашнийĕнех хăйĕн профессилле уявĕ пур. Ыран акă, Çул-йĕр ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр. Пурнăç ыйтăвĕ çакă: ку чухнехи пурнăçра такăр çулсăр инçе каяймăн. Чăваш Республикин Президенчĕн Программипе килĕшÿллĕн, кашни ялпа поселоках асфальт сарнă çулсемпе çыхăнтарас ĕç пирки районта та ăнăçлă пырать.
– Çăва тухнăранпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлетпĕр темелле, - терĕ Шăмăршăри ДРСУ ертÿçи В.Федотов.
Вăл каланă тăрăх, 117 çын ĕçлекен коллективăн кăçал 127 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Тăхăр уйăхра, сăмахран, 102 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла пулнă пулсан, ку кăтартăва 110 миллион тенкĕ урлă каçарнă. Ăçта, мĕнле тĕллевпе усă курнă-ха çак укçапа;
Мĕн пытармалли: Хĕрлĕ Васан паççулккинче пурăнакансем ĕмĕрех çул-йĕр çуккипе тарăхатчĕç. Тинех татăлчĕ çак ыйту: район администрацийĕ çине тăнипе, ДРСУ ĕçченĕсем тăрăшса ĕçленипе кунта кăçал 11 çухрăм асфальтлă çул сарнă. Вырăс Чукалĕнче те 700 метр паха çул хута кайнă. Ял çыннисемшĕн пысăк савăнăç мар-и-ха çакă; Кăçал Канаш паççулккинче пурăнакансем те 1 километр асфальтлă çуллă пулнă. Ялпа яла такăр çулпа çыхăнтарни питĕ лайăх. Кунсăр пуçне, ялсенче урамсем те пур. Вĕсенчен чылайăшĕнче асфальт пурччĕ-ха. Кăçал вара вĕсен хисепĕ татах ÿсрĕ: Ярăславра, акă, 1 километр, Кивĕ Шăмăршăпа Васан ялĕсенче 1 километр çурă çул сарнă.
Çул-йĕр ăстисем юсав ĕçĕсене те ăнăçлă туса пыраççĕ. Анат Чаткас ялĕнчех, акă, 1 километр çурă асфальтлă çул çĕнĕрен хывнинчен пĕрре те кая мар.
Пурнăç улшăннăçемĕн, çĕнĕ те хăватлă, пысăк йывăрăшлă транспорт хатĕрĕсен шучĕ те ÿссех пырать. Вĕсен юхăмне пула çулсем вăхăтсăр юрăхсăра тухни те пулмасть мар – ирĕксĕрех вырăн-вырăнпа юсав ĕçĕсем туса ирттерме тивет. Сăмах май, Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан тата юсаман управлени район территорийĕнче 179 километр çула пăхса тăрать, хĕллехи вăхăтра юртан тасатать. Çавăнпах ĕнтĕ çул-йĕр яланах таса та такăр.
Çул-йĕр сарма тата юсама материал та сахал мар кирлĕ. ДРСУн хăйĕн асфальтпа бетон завочĕ те пур. Унти А.Иванов ертсе пыракан коллектив çулталăк пуçланнăранпа 20 пин тоннăна яхăн асфальт хатĕрленĕ. Коллектив кунсăр пуçне Канашран 20 пин тоннăна яхăн кăвак вакă чул, Яманчурел карьерĕнчен 30 пин тоннăна яхăн вак чул кÿрсе килнĕ. Хăйăр пирки вара хальлĕхе чăрмавсем çук. Материалсем турттарма техника çителĕклĕ.
Ĕç ăнăçлăхĕ çынсенчен килет. Чи лайăх çул-йĕр ăстисем камсем тесе ыйтсан, ертÿçĕ çапла çеç каларĕ:
– Пирĕн коллективра япăх ĕçлекенсем çук. Кашнинех пултаруллă та маттур. Йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ.
Çавах та Владислав Григорьевич, С.Захарова тĕп бухгалтера, О.Харитонова бухгалтера, А.Стратилатовпа В.Борисов водительсене, Ю.Иванов механизатора, В.Николаев экскаваторщика, Н.Кудряшов çул-йĕр рабочине, АБЗра вăй хуракан Ю.Ильин битумоварщикпа И.Денментьев электрика хаçатра ырăпа палăртса хăварма сĕнчĕ. Вĕсем – коллективра нумай çул ĕçлекенсем иккен, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.
Çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха – ĕçлемелле те ĕçлемелле. Тĕп ĕçсенчен пĕри – Баскак-Мулла асфальтлă çула хывса пĕтермелле, Пăчăрлă Пашъелĕнче çур километр çул тумалла. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Çул-йĕр ăстисем! Лайăх çулсем пурне те кирлĕ.