22 октября 2008 г.
КАШНИ çыннăн çĕр çинче хăй хыççăн ырă ят хăвармалла. Кÿлĕ чавтаратăн-и, сад е вăрман тăрăхĕ чĕртетĕн-и, пĕчĕк кĕпер тăватăн-и – ÿлĕмрен сана çынсем ырăпа аса илĕç.
Анат Чаткасран Хĕрлĕ Васан паççулкки енне тăсăлакан асфальт çул хĕрринче таçтанах сенкер кÿлĕ курăнать. Çу кунĕсенче кунта ача-пăча шыва кĕрсе савăнать, инçете вĕçекен кайăк кăвакалсемпе кайăк хурсем ывăнсан кÿлле анса вăй пухаççĕ, пушă вăхăтра алла вăлта тытса пулă тытма та пултаратăн.
Çак кÿлле чаткассем «Фадеев кÿлли» теççĕ. Ăна ку ялта çуралса ÿснĕ, çирĕм çул ытла район пуçлăхĕнче ĕçлекен В.П.Фадеев тăрăшнипе чавтарнă. Çулсем иртĕç, Валерий Петрович та шур сухаллă старик пулĕ – кÿлĕ ячĕ халăхра упранса юлатех.
Иртнинче, Хĕрлĕ Васана кайнă чух, кÿлĕ хĕрринче эпĕ чупа-чупа ĕçлекен ачасене куртăм.Ю.А.Воробьева учительница ертсе пынипе, вĕренекенсем кунта çамрăк чăрăшсем лартаççĕ, хыççăнах кÿлĕ шывĕпе шăварса пыраççĕ.
– Икçĕр тĕпрен кая мар лартатпăр, - пĕлтерчĕ Юлия Александровна. – Кашни йывăç чĕрĕлсе тавралăха илем кÿтĕр тесе тăрăшатпăр.
Вĕренекенсем кăçалхи Йывăç кунĕнче шкул йĕри-таврашне улма-çырла йывăççисемпе тĕмсем лартса хăварни çинчен те савăнсах пĕлтерчĕç.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Петрова та Ырă ĕçсен çулĕнче тăван тавралăх илемĕшĕн ял-йыш нумай тăрăшни çинчен каларĕ. Акă, Çамрăксен урамĕнче кÿлĕ чавтарнă, хальлĕхе ун ятне парайман-ха. «Юрату кÿлли» е «Сенкер кÿлĕ» ят пама сĕнекенсем пур иккен. Кÿлĕ йĕри-таврашне те йывăçсемпе тĕмсем лартасшăн, выльăхсем сиенлесрен карта тытса пÿлесшĕн. Кунта ытармалла мар илемлĕ кану вырăнĕ пулĕ тесе ĕмĕтленеççĕ ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем.
Чиркÿ патĕнчи таса кÿлĕ тавра та кăçал яштака пилешсем лартнă. Кунта пулă та янă, икĕ-виçĕ çултан вăлтапа тытма та май пулĕ.
Шыва кĕрсе чуна тасатмалли пура патне анма тимĕр-бетон плитасем сарнă, пусма картлашкисем тунă. Ку вырăна чаткассем çеç мар, ытти ялсенчен те килсе çÿреççĕ, ырă ĕç тунăшăн чĕререн тав туса хăвараççĕ.
Ял поселенийĕн администрацийĕ тата вырăнти депутатсем тирпей-илемшĕн нумай тăрăшаççĕ. Ял урамĕсене тĕрлĕ çĕрте сакăр контейнер вырнаçтарнă, пухăннă çÿп-çапа кашни ытлари кунах Шăмăршăран мусоровоз килсе тиесе каять. Çынсем çакăнпа питĕ кăмăллă, вун-вун çул хушши татса парайман свалка ыйтăвĕ кăçал тинех татăлчĕ теме пулать.
Статья пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Васан паççулккине асăннăччĕ пулсан, çак пĕчĕк яла та çитсе курар-ха. Тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе кунта та питĕ нумай ĕç тунă. Ял çыннисем асфальт сарса панăшăн Чăваш Республикин Президентне тата район пуçлăхне тав туса пĕтереймеççĕ.
Ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, Ырă ĕçсен çулне хутшăнса, паççулккăри Д.Рябова. инвалидăн вуттине касса-çурса-кĕртсе панă. А.Герасимов çамрăк хăйĕн моторлă пăчкипе ытти ватăсене те пулăшать иккен. Хăйсен çурчĕ умне илемлĕ хырсем лартса хăварнине, карта тытса пÿлнине те ырă ĕçсен шутне кĕртмелле.
– Асфальт çул хĕррипе тата ял урамне хĕрлĕ пилешсем лартас килет, - терĕ паççулккăра пурăнакан В.Корчагин. – Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Лариса Николаевна хуравсемпе тивĕçтерме шантарчĕ-ха, кĕркунне пулмасан, çитес çуркунне лартатпăрах!
Ырă ĕçшĕн тăрăшакансене мухтамасăр чун чăтмасть.