Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕплентĕр вăй-хал, çĕклентĕр кăмăл...

22 октября 2008 г.

«СЫВЛĂХЛĂ çын çĕрме пуянран çĕр хут телейлĕрех» - тенĕ ваттисем.

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта сывă пурнăç çăл куçĕсем – физкультурăпа спорт яланах хисепре. «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн, 1-11 классенче Сывлăх урокĕсем иртрĕç. Кашни ирех, занятисем пуçланиччен, пĕтĕм шкул ирхи гимнастикăна йĕркелесе тăрать.

Çул-йĕр правилисене вĕрентес, çул çинчи инкек-синкекрен асăрханма хăнăхтарас тĕлĕшпе те занятисем иртеççĕ. «ГАИн çамрăк пулăшаканĕсем» литмонтаж та ачасене питĕ килĕшрĕ.

Акци Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта та йĕркеллĕ иртет. Библиотекăра «Сывлăхлă пулни – модăра» выставка тата «Сывлăх – пирĕн пуянлăх» стенд йĕркеленĕ. 9-11 классем хушшинче «Ырăлăх çулĕпе ут» темăпа КВН каçĕ иртрĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта 11 классенче «Сывлăх – çын пурнăçĕнче» мероприяти пулчĕ. Конкурссемпе викторинăсем интереслĕ иртрĕç.

Патирекри тĕп шкулта «Хаваслă стартсем» пулчĕç, сывă пурнăç йĕрки пирки класс сехечĕсем иртрĕç. Çăмăл атлетсен «Ылтăн кĕркунне» кросĕ те пурне те савнăç парнелерĕ.

Районти шкулсенче «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика