22 октября 2008 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн чысне çÿле çĕкленĕ паллă ентешĕмĕртен пĕри – Шăмăршăра çуралса ÿснĕ В.Н.Никифоров. Ашшĕпе амăшĕ панă ăсĕпе, хăйĕн пултарулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе вăл рядовойран пуçласа генерал-майора çити çĕкленнĕ. Служба тивĕçне яланах Присяга хушнă пек туса пырса, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин профессине чунтан парăнса Василий Николаевич взвод командирĕнчен тытăнса аслă çар училищин тата çар академийĕн факультечĕн начальникне çитнĕ, генерал-майор званине тивĕçнĕ. Район çыннисем паллă ентешĕмĕрпе, пултаруллă çар начальникĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ.
В.Н.Никифоров 1923 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Николай Ильичпа Мария Петровна хăйсен улттăмĕш ачине чиркÿре Василий ятпа çыртарнă. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр ашшĕпе амăшĕ яланах хĕрÿ ĕçре çаврăннă, хăйсен ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕ, Николай Ильич, вăрман хуçалăхĕнче объездчикра тăрăшнă, амăшĕ, Мария Петровна, йышлă ачасене пăхнă, килти пысăк хуçалăхра ĕçленĕ. Мария Петровнăн ашшĕ, Петр Степанович Тарасов, патша çарĕнче 25 çул тăнă, Георги Хĕресĕсен тулли кавалерĕ пулнă. Ялта ăна питĕ хисепленĕ, Петĕр-салтак тенĕ. Пĕчĕк Василие кукашшĕ салтак пурнăçĕ çинчен нумай каласа панă, Тăван çĕршыв хÿтилевçин профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине те ăнлантарнă.
Василий Никифоров пĕчĕкренех пысăк тавçăрулăхпа палăрса тăнă. Шăмăршăри вăтам шкулта вăл яланах «чи лайăх» паллăсемпе вĕренсе пынă. Вĕренÿри пултарулăхне кура ăна 3-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра тÿрех 4-мĕш класа куçарнă. 7 класс пĕтерсенех вăл ашшĕпе юнашар плуг умне тăрса лашапа çĕр сухаланă, вырма тапхăрĕнче çурлапа тырă вырнă. Пулас генерал çăкăр тутине пĕчĕкренех лайăх пĕлнĕ.
1939 çулта вăтам шкула «5» паллăсемппе пĕтерсен Василий Никифоров Куйбышеври планпа экономика институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах унта 2-3 уйăхран ытла вĕренме май килмен – çар службине илнĕ.
Служба биографийĕ кавалери чаçĕнче пуçланнă. Полк шкулне пĕтерсен кавалериста пирвайхи çар чинне – кĕçĕн сержант званине панă.
1941 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Василий Никифоров сержант экзаменсене ăнăçлă тытса Киеври çыхăну çар училищине вĕренме кĕнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан курсантсем гитлеровецсене хирĕç хаяр çапăçусене кĕнĕ. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ытти курсантсемпе пĕрле Никифорова «Киева хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă.
Фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыва кунсерен шалтан-шала кĕрсе пынă май, Киеври çыхăну çар училищине Красноярск хулине куçарса кайнă. 1942 çулхи февральте çар училищине кĕскетнĕ программăпа пĕтерсен Василий Никифоров лейтенанта ытти офицерсемпе пĕрле фронта ăсатнă. 2-мĕш танк армийĕн 9-мĕш уйрăм çыхăну полкĕн йышĕнче вăл 1942 çулхи июльте хăйĕн взвочĕпе пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ.
Курск пĕккинчи хаяр çапăçусенче те хăйĕн подразделенийĕпе çар чаçĕсем тата штабсем хушшинчи çыхăнăва пĕр тикĕс йĕркелесе тăнă. Çакăншăн 1943 çулхи июльте çамрăк офицер Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçлĕ пулнă. «Никифоров лейтенант – çыхăну техники енĕпе пултаруллă специалист, тавçăруллă командир, çапăçусенче хăюллă...» – çырнă награда илме тăратнă характеристикăра.
Курск пĕккинчи çапăçусем хыççăн Никифоров аслă лейтенант хăйĕн взвочĕпе Курсуньпе Шевченко тата Румынипе Батошан операцийĕсене хутшăннă, команднăй тата сăнав пункчĕсемпе арми чаçĕсем хушшинче телефонпа телеграф çыхăнăвĕсене кăлтăксемсĕр йĕркелесе пынă.
Центральнăй, Иккĕмĕш Украина, Пĕрремĕш Белорусси фрончĕсен йышĕнче Никифоров офицер Украина, Белорусси çĕрĕсене, Румынипе Польша çĕршывĕсене фашист эшкерĕсенчен тасатнă. Германири Вислăпа Одер операцийĕшĕн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Берлин операцийĕшĕн II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн Василий Никифоров капитан çар штабĕсенче çыхăну офицерĕ пулнă. 1950 çулта майор Ленинградри С.М.Буденнăй ячĕллĕ çыхăну çар академине вĕренме кĕнĕ. 1955 çулта унти команднăй факультетран вĕренсе тухсан çыхăну батальонĕн командирĕн, 1959 çулта Белорусси çар округĕнчи çыхăну управленийĕн офицерĕн, 1960 çулта çыхăну полкĕн командирĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1962 çулта вара Никифоров подполковник çыхăну полкне йышăннă. Хăйне шанса панă полкра çар хатĕрленĕвне çÿллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн, ăна отличниксен йышне кĕртнĕшĕн пултаруллă командира Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă. Должноçпа килĕшÿллĕн, çарта питĕ сумлă шутланакан полковник званине те панă.
1968 çулта Никифоров полковник Полтавăри аслă çыхăну çар училищин начальникĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçланă. 1971 çулта вара ăна Томскри аслă çыхăну çар училищин начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Çар валли офицер кадрĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă пирĕн ентешĕмĕр. 1975 çулхи апрельте Василий Николаевича генерал-майор звани парса хисепленĕ. Начальник должноçĕнче тÿрĕ кăмăлпа 8 çул вăй хунă вăл.
В.Н.Никифоров начальник пулнă çулсенче тата каярахпа Томскри çыхăну çар училищинчен Шăмăршă районĕн 40 ытла çамрăкĕ вĕренсе тухнă, офицер званийĕ илсе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Начальник Чăваш Енри Шăмăршăран пулнине асра тытса, училищĕри офицерсемпе служащисем пирĕн район каччисене яланах ăшшăн кĕтсе илнĕ, йывăр экзаменсене хатĕрленме пулăшнă. Училище выпускникĕсем Василий Николаевича яланах ырăпа аса илеççĕ, вăл ăшă кăмăллă та çирĕп характерлă çын пулнине, хăйĕнчен те ыттисенчен те хытă ыйтнине палăртаççĕ.
1979 çулта В.Н.Никифоров генерал-майора Ленинградри хăй вĕреннĕ çыхăну çар академине ĕçлеме куçарнă. Унта вăл факультет начальникĕн должноçне йышăннă. Çар кадрĕсем хатĕрлес енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн Василий Николаевича «Тăван çĕршыв службинче тăнăшăн» орден парса хисепленĕ. Кунсăр пуçне фашистла Германие çапса аркатнăранпа 40 çул çитнĕ тĕле ăна I степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе те наградăланă. 1988 çулта, çар службинче пурĕ 49 çул(!) тăнă хыççăн В.Н.Никифоров отставкăна тухнă.
Василий Николаевичпа унăн мăшăрĕ Ольга Кузьминична (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани тата аслă пĕлÿ панă. Вячеслав – посольство сотрудникĕ, Татьяна – тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ.
Çывăх вăхăтрах, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, Санкт-Петербургра пурăнакан паллă ентешĕмĕр, пултаруллă çар начальникĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, 6 орден кавалерĕ В.Н.Никифоров генерал-майор çуралнăранпа 85 çул çитет. Мухтавлă ентешĕмĕре районта тивĕçлипе чысласчĕ, ăна халалласа шкулсенче, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятиисем йĕркелесчĕ. Сăмахран, шкулсенче класс сехетĕнче Василий Николаевичăн пурнăçĕпе çар службинчи пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама пулать (ытти литературăпа пĕрле çак статьяпа та усă курма май пур). Паллах, генералăн портретне çыпăçтарса шкулта стена хаçачĕ кăларни те вырăнлă пулмалла. Çар начальникĕн пурнăçĕпе службине, фронтри паттăрлăхне сăнлакан литературăпа музыка монтажĕ те шкул мероприятине илем кÿрĕччĕ. Библиотекăсенче вара генералăн юбилейне халалланă выставка тумалла (районти тĕп библиотекăра çакнашкал курав ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ), кĕнеке тусĕсене Василий Николаевичăн биографийĕпе паллаштармалла. Тен, хăш-пĕр клуб учрежденийĕсенче тематика е портрет каçĕ те йĕркелеме май килĕ. Паллах, ытти формăллă мероприятисем те ирттерме пулать. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, шкулсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, класс руководителĕсем, библиотекарьсем, клуб учрежденийĕсен заведующийĕсем яваплăх кăтартсан районти пĕртен-пĕр генералăн юбилейне тивĕçлипе палăртма май пулĕччĕ. Çÿлĕрех асăннă тĕрлĕ мероприятисем ачасене, çамрăксене патриотизмла воспитани парассинче те сисĕмлĕ пулăшу парĕччĕç.