25 октября 2008 г.
ТАВРАЛĂХА паçăрах хура чаршав карăннă ĕнтĕ. Çĕрле 10 сехет патнелле «Çĕрпÿ-Ульяновск» автотрассăпа йывăр тиевлĕ КамАЗ килчĕ те Шăмăршăри ДРСУн асфальт туса кăларакан завочĕ еннелле пăрăнса кĕчĕ. Вырăна çитсен çамрăк водитель вăр-вар кабинăран тухрĕ те аякран кÿрсе килнĕ груза пушатма васкарĕ. Автомашинăн 14 тонна ытла кĕрекен емкоçĕнчен пысăк савăта шĕвĕ битум шăпăртатса юхма пуçласан вăл тарланă çамкине васкамасăр шăлса илчĕ.
– «Хурана» чĕртме пултаратăн ! - терĕ вăл хуралçăна.
– Рейс йĕркеллех иртрĕ пулĕ; - кăсăкланчĕ лешĕ.
– Яланхи пекех! - кăмăллăн пĕлтерчĕ автомашина водителĕ Разиль Ахметов.
Хăйĕн КамАЗне парка кĕртсе лартсан 29 çулти водитель васкавлăн килнелле – Шăмăршăри Луговая урамĕ еннелле утрĕ. Самаях ывăннă пулсан та (ара, паян 5 сехетрех Сызрань хулине тухса кайнă-çке) предприятин черетлĕ заданине ăнăçлă пурнăçлани, 500 километра хыçа хăварса ыранхи çул-йĕр ĕçĕсем валли асфальт тумалли материала вăхăтра кÿрсе килни унăн кăмăлне çĕклерĕ. Утнă май Разиль юратнă мăшăрне Дильăна шăнкăравларĕ. Çамрăк мăшăрĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтни, пĕчĕк хĕр пĕрчипе ывăл тĕпренчĕкĕ канăçлăн çывăрни, вĕри апат пĕçерсе хуни пирки пĕлтерсен водителĕн ĕшенчĕк ÿт-пĕвĕ çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленчĕ...
Энтĕрьелĕнче çуралнă Разиль Ахметов пĕчĕклех техника патнелле туртăннă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче вăл ашшĕн шăллĕн – райпора водительте ĕçленĕ Рамис Ахметов автомашинин кабининче час-часах пассажир вырăнне йышăннă. Техника çĕмĕрĕлсен тăванĕпе пĕрле ăна юсанă. Двигатель тата электрооборудовании кăлтăкĕсене шыраса тупса, вĕсене «чĕрĕлĕх сывлăшне» кĕртесси питĕ кăсăклантарнă арçын ачана. Техника сахал çÿрекен вырăнсенче çывăх тăванĕ Разиле руль тытма та хăнăхтарнă.
Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, 1997-1999 çулсенче, Разиль Ахметов çар службинче пулнă. Автобатальонта вăл «Урал» тата «Зил» автомашинăсен электрооборудованине пăхса-юсаса тăракан аслă механик тивĕçне пурнăçланă. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн салтака чаç командирĕ Грамотăпа чысланă.
Шинеле хывсан Разиль Кÿкеçри водительсем хатĕрлекен курссенче вĕреннĕ, удостоверени илнĕ. 2000 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче вăл Шăмăршăри ДРСУра водитель биографине пуçланă. Малтанласа çамрăка кивĕ те çĕмрĕк ГАЗ-52 бензовоз панă. Рульшĕн тунсăхлаканшăн ку та пысăк савăнăç пулнă. Вăл ăна куллен ир пуçласа сĕм-çĕрлечченех юсанă. Тăрăшни сая кайман – пĕр эрнерен двигатель хăйĕн пĕр тикĕс сассипе савăнтарнă. Разиль куллен рейссене тухма пуçланă – Ульяновскри тата Канашри нефтебазăсенчен предприятие топливо турттарнă. Пĕрлех УАЗ-3309 автомашинăпа та ĕçленĕ.
Тăватă çул иртсен, çамрăк водителĕн ĕçри тăрăшулăхне тата техника тĕлĕшĕнчи пултарулăхне кура, предприяти директорĕ В.Г.Федотов ăна КамАЗ-54105 автомашина шанса панă. Разиль Ахметов пысăк шанăçа яланах тÿрре кăларма тăрăшать.
– Разиль Ахметов – чи хастар водительсен пĕри, - терĕ Владислав Григорьевич. – Хăш чухне унăн вăрăм рейсра икĕ талăк таранчченех пулма тивет. Аякри çултан вăл йĕркеллех таврăнасси, задание ăнăçлă пурнăçласси пирки иккĕленÿ çук. Хуть мĕнле ĕçе те вăхăтра тата тĕплĕн тăвать. Техникăна юратать, ăна юсавлă тытать.
– Тĕпрен илсен, Разиль Амиршевичăн ĕçĕ-хĕлĕ ытларах битум тата мазут туртарассипе çыхăннă, - хутшăнчĕ ун çумне В.В.Вашуркин тĕп инженер. – Çак материалсене вăл Сызраньтен, Чулхула облаçĕнчен сезон пуçланнăранпа кашни уйăхрах 300 тонна ытла турттарма ĕлкĕрет. Сăмахран, паянхи кун тĕлне вăл 1600 тонна битум кÿрсе килчĕ. Производство заданийĕсене кашни уйăхрах планран ирттерсе пурнăçлассине водитель çирĕп йăлана кĕртнĕ. Кирлĕ пулсан, Разиль цистернăна прицеппа ылмаштарса Канашран, Шупашкартан, Ульяновскран, Тольяттирен строительство материалĕсем те турттарать.
Ĕçри тăрăшуллăхшăн Р.А.Ахметов Чăваш Республикин «Чувашавтодор» предприятин, ЧР Шалти ĕçсен министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
– Автомашина кабинине кĕрсе ларсанах мана çĕнĕ вăй-хăват кĕнĕн туйăнать, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Разиль Ахметов. – Руль умĕнче хама телейлĕ туятăп.