Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв пахалăхлă пултăр

25 октября 2008 г.

2008 ÇУЛХИ 9 уйăхра, санитарипе хими кăтартăвĕсем гигиена нормативĕсене мĕнлерех тивĕçтернине тĕрĕслес тĕллевпе, шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ çăлкуçсенчен 5 проба илнĕ. Пăтранчăклăх тата тимĕр кăтартăвĕсемпе 4 проба (80 процент) санитарипе гигиена кăтартăвĕсене тивĕçтерменни палăрнă. Микробиологилле кăтартусем илме 8 проба тĕпченĕ, вĕсем пурте санитарипе гигиена требованийĕсене тивĕçтернĕ. 2007 çулхи 9 уйăхра çĕлкуçсенчи шыври санитарипе хими тата микробиологилле кăтартусем гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ пулнă.

Пăрăхсем тăрăх килекен шывран 33 проба илсе тĕрĕсленĕ, пăтранчăклăх тата тимĕр кăтартăвĕсемпе 26-шĕ (78,8 процент) нормативсемпе килĕшÿллĕ тăманни курăннă («Коммунальник» МУП, «Елочка» ГУЗ, «Аптека "44», «Патриот» СХПК). Пĕлтĕр 9 уйăхра 68 пробăран 63,2 проценчĕ нормативсене тивĕçтермен пулнă. Микробиологилле кăтартусене тĕрĕслеме шывăн 20 пробине илнĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.

Шахтăллă пусăсенчен 23 проба илсе тĕпченĕ, вĕсенчен 5-шĕ (6 процент) пăтранчăклăх, хытăлăх, йÿçĕклĕх енĕпе санитарипе гигиена нормативĕсемпе килĕшÿллĕ тăман («Чувашавтодор» ДРСУ, Шăмăршă тата Палтиел ял поселенийĕсем). Микробиологилле кăтартусем тĕлĕшпе 33 пробăран 2-шĕ (6 процент) гигиена нормативĕсене тивĕçтермен (Пăчăрлă Пашьел тата Пуянкасси ял поселенийĕсем). 2007 çулхи 9 уйăхра шахтăллă пусăсенчи шывăн санитарипе хими кăтартăвĕсен стандартне тивĕçтермен танлаштаруллă йывăрăшĕ (удельный вес) 16,7 процент пулнă. Микробиологилле кăтартусем йĕркеллех пулнă.

Социаллă гигиена мониторингĕпе килĕшÿллĕн, ятарлă тĕрĕслев ирттернĕ, шыври бор, бериллий, фторид, сероводород, никель, ртуть, хром, кремний, кобальт, аммоний, стронций, селен, литий, молибден, кадмий, барий шайне тĕрĕсленĕ. 6 пробăран пĕри бор шайĕпе стандарта тивĕçтерменни палăрнă (Палтиел ял поселенийĕ). Радиологилле кăтартусем гигиена нормативĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика