29 октября 2008 г.
ÇАК сăн ÿкерчĕк çинчи çамрăк хĕрлĕ армеец – Пуянкассинче çуралса ÿснĕ тата унтах пурăннă пирĕн атте, кăçал пурнăçран уйрăлса кайнă Петр Иванович Угарин. Вăл – икĕ вăрçă участникĕ, ял-йышра хисеплĕ çын пулнă.
Пирĕн атте 1937 çулта автошкул пĕтернĕ те, 41 çул хушши шоферта ĕçленĕ. Вăл финн вăрçинче те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те автомашина çÿретнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн панă орденпа медальсем çумне 1975 çулта мирлĕ ĕçшĕн наградăланă Ĕç Мухтавĕн III степень орденĕ хутшăннă.
Хамăрăн аттене эпир яланах чĕрере тытатпăр, финн вăрçи вăхăтĕнче ÿкерттернĕ кивĕ сăн ÿкерчĕке те куç шăрçине упранă пек упратпăр.