Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр хуртан тунă, ик хуртан тунă хуплуне...

01 ноября 2008 г.

ÇАНТАЛĂК сивĕтсех пырать, часах, ак ялсенче хур-кăвакалпа выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлеме пуçлĕç. Хăшĕсем 30-40 пуç е ытларах та хур усраççĕ те, хăйсем валли тата ачисене хулана парса яма аш-пăш çителĕклех пулĕ.

Ĕçчен çынсем, чăн-чăн хресченсем кашни ялтах пур. Акă, Çĕнĕ Тăрăнти В.Яковлев çемйи лаша, тиха, ĕне, пăру, сыснасем усрать, хур-кăвакал та йышлă. Çак ялти В.Никифоровăн картишĕнче те лаша, ĕне, виçĕ пăру, сыснасем çÿреççĕ, хурсен шучĕ те 30 пуçа яхăн. А.Петьков хуçалăхĕ лаша, ĕне, пăру, сыснасем усрать, хурсемпе чăх-чĕп йышне шутласа та кăлараймарăм. Карапай Шăмăршăри В.Александров çемьи ĕне, пăру, 3 вăкăр, 8 сысна, 30 хур усрать. В.Павлова усракан кăвакалсен шучĕ 100-тен те иртнĕ...

Чăнах та, выльăх-чĕрлĕхпе хур-кăвакал усрама çăмăл мар, апачĕ те, вăхăт та кирлĕ. Çапах, Карапай Шăмăршăри В. Александров калашле, выльăх усраман çын ялта хисепсĕр. Çын патне хăнана хур е кăвакал тушкипе кайсан, сĕтел илемĕ пулать, тепрехинче сан патна та çакăн пек чаплă кучченеçпе килĕç.

«Пирĕн патăрта пĕве е кÿлĕ çук, хур-кăвакал усрама условисем туса паччăр», - тенине те илтме пулать тепĕр чух. Районтан килсе кÿлĕ чавса парасса кĕтеççĕ-ши хăш-пĕр ялта; Çав вăхăтрах ял поселенийĕсен администрацийĕсем, укçа-тенкĕ çукки çине йăвантарса, урлă выртакана тăрăх та çавăрасшăн мар. Фермерсен, предпринимательсен, ял çыннисен вăйĕпе те халăха кирлĕ чылай ĕçе пурнăçлама пулать вĕт-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика