Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ те çутă сăнар

01 ноября 2008 г.

К.В.ИВАНОВ – чăваш историйĕнчи вăхăт та, ĕмĕр те тĕксĕмлетеймен ят. Чăваш поэзийĕн классикĕн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çуталса тăрĕ, ăна пурте таса чунпа Аслă вĕрентекен вырăнне хурса хаклĕç.

Çутта тухнă кашни халăхăн хăйĕн чи хаклă, чи илемлĕ кĕнеки пур. Ылтăнран та çутă япала вăл пирĕншĕн – «Нарспи» поэма. К.В.Иванов çак поэмăра чăваш ялĕн пурнăçĕпе йăли-йĕркине сăнласа кăтартнисĕр пуçне чăваш хĕрарăмĕн асаплă, правасăр пурнăçне те витĕмлĕ кăтартса панă. Константин Васильевичăн поэзийĕ хăйĕн содержанийĕпе те, формипе те – халăх поэзийĕ.

«Нарспи» калăпăшĕпе пысăках мар пулин те, хăйĕн содержинийĕпе питĕ пуян. Унта хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăл куçĕ вĕресе тăрать. «Нарспи» пĕтĕм литературăпа искусство вучахне чĕртсе янă. Çак поэмăпа хавхаланса çырнă, ÿкернĕ, кĕвĕленĕ, калăпланă искусство произведенийĕсем тем чухлех. «Нарспи» поэмăпа виçĕ опера хатĕрленĕ, балет лартнă. Художниксем те «Нарспи» поэма тăрăх ăнăçлă ĕçлеççĕ. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Нарспи» телепоэма ÿкерет. «Нарспи» поэмăна пичетленĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăçал оперăпа балет театрĕнче рок-опера лартнă.

Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэма чăваш халăхĕшĕн çеç мар, ытти халăхсемшĕн те хаклă парне пулса тăчĕ. Ют çĕршывсенче те поэмăна тĕрлĕ чĕлхепе куçарса кăларнă. Ун пирки вулакансем çеç мар, искусство деятелĕсем те яланах ырласа калаççĕ, тарăн шухăшлă та çирĕп никĕслĕ произведени пулнине палăртаççĕ.

К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалласа Шăмăршăри тĕп библиотека ĕçченĕсем, В.А.Львова директор ертсе пынипе, çак кунсенче Культура керменĕнче литература каçĕ ирттерчĕç. Мероприяти интереслĕ композиципе уçăлчĕ. Ĕлĕкхи чăваш тумтирĕллĕ хĕр ачапа арçын ача патак çине утланса «лашалла» выляса тухрĕç те пĕр-пĕринпе черетленсе «Нарспи» поэмăна вулама пуçларĕç. Ирина Егоровапа Семен Семенов (вĕсем Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулта вĕренеççĕ) поэма пуçламăшне ăшă туйăмпа вуларĕç:

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Тусем сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен;

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хĕртсе хĕртнĕрен...

Константин Иванов çырнă вилĕмсĕр поэма йĕркисем тулли залри кашни çыннăн чунне çĕнĕрен пăлхатса илемлĕ поэзи асамлăхне илсе кĕчĕç. Кун хыççăн сцена çине программăна ертсе пыракан Ирина Тимофеевапа (тĕп библиотека ĕçченĕ) Людмила Егорова (Виçпÿрт Шăмăршă ялĕн библиотекарĕ) тухрĕç, К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмин пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç, хавхалану туйăмĕпе произведени сыпăкĕсене малалла вуларĕç.

Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Пĕчĕк çăлтăр» драма кружокĕн (руководителĕ В.А.Львова) çамрăк артисчĕсем Л.Явкина, Е.Любимова, Е.Кисамеева, Ю.Шигарева тата Е.Порфирьева вара К.В.Иванова халалланă литература композицине пысăк ăсталăхпа кăтартса пачĕç. Çак шкулти Н.П.Петрова учительница ертсе пынипе 10 «а», 11 «б» классенче вĕренекен И.Ефимова, И.Яковлева, А.Пушкинпа Е.Ухтияров тата К.Алюковапа О.Полякова «Нарспи» поэма сыпăкĕсене илемлĕн вуланине те палăртма кăмăллă. З.В.Головинская учительница К.В.Ивановăн пурнăçĕпе творчество ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интереслĕ каласа кăтартрĕ.

Художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем литература каçне илем кÿчĕç. Пуянкассинчи «Ахаяс» фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.П.Федотова) ĕлĕкхи туй мĕнлерех иртнине питĕ кăсăклă кăтартса пачĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Е.Муравьева, В.Павлов, С.Кудряшов, И.Медведев солистсем чăваш юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. «Илемлĕ» юрă фонограмми янăранă май Шăмăршă вăтам шкулĕн 8 «г» класĕнчи О.Филиппова чăваш пики кĕвентепе шыв ăсма кайнине ташă хусканăвĕсем урлă чуна тивмелле сăнларĕ. Яланхи пекех, «Антонина» халăх ташă коллективĕ тата «Фламинго» кăтартуллă ташă ушкăнĕ чăваш ташшисене кашнийĕн кăмăлне каймалла ташларĕç.

Театрализаци мелĕсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курни литература каçне чылайлăха асра юлмалла йĕркелесе ирттерме май пачĕ. К.В.Иванова халалланă кĕнеке выставки те кашнинех илĕртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика