Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелсе илемленет савнă Шăмăршă

06 ноября 2008 г.

РАЙЦЕНТРТИ тĕрлĕ учрежденисен çурчĕсем çулсерен капăрланса пынине пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. Юлашки çулсенче вара çынсем пурăнакан нумай хваттерлĕ çуртсене те пăхса ытармалла мар илемлĕ те Евростандарта пăхăнса тума пуçларĕç. Космовский тата Ленин урамĕсенчи çĕнĕ çуртсене çынсем чарăнса тăрсах сăнаççĕ. Çакнашкал хитре çуртсене хуласенче те питех кураймăн. Вĕсем тулашĕнчен кăна мар, шалтан та илемлĕ, хăтлă, пур енĕпе те хальхи условисене тивĕçтереççĕ. Ку çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем – чăннипех те телейлĕ çынсем. Шăмăршă çулсеренех илемленсе пыни, паллах, пурне те савăнтарать.

Урамсем хитреленсех пыни çав тери лайăх. Вĕсене пирĕн тасалăхра-тирпейлĕхре тытасчĕ. Контейнерсем лартни те питĕ вырăнлă. Халĕ çынсем кил-çуртри тĕрлĕ çÿп-çапа целлофан пакета чиксе контейнера кайса пăрахнине час-часах курма пулать. Контейнерсем тулсан вара вĕсене коммуналлă хуçалăх предприятин ĕçченĕсем ятарлă машинăн кузовне пушатса свалкăна кайса тăкаççĕ. Ку вăл пуриншĕн те меллĕ. Райцентр – районти тĕп ял – тирпейлĕхре пулни хамăршăнах лайăх.

Нумаях пулмасть Шăмăршăри тĕрлĕ учреждени-организацире ĕçлекенсем хăйсене çирĕплетсе панă урамсенчи участоксене кĕрхи çулçăсенчен, ытти çÿп-çапран тасатрĕç. Тирпейлĕ урамсене курсан чун савăнса тăрать.

Çак ырă йăласем малашне те чăрмавсăр пыччăр.

Шел, хăш-пĕр уйрăм çынсем лайăххине-ыррине курма пĕлмеççĕ. Яланах тем çитмест вĕсене. Кунашкал çынсем хуть хăçан та кăмăлсăр. Пĕр вĕçсĕр начаррине кăна мар, ырă пулăмсемпе улшăнусене те курма пĕлесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика