06 ноября 2008 г.
ЯЛТА пурăнакан кашни çынах – чунпа хресчен. Ял çыннисем, килти уйрăм хуçалăх тытнисĕр пуçне, ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Чăннипех тăрăшуллă çав Патирекри тĕрлĕ наци çыннисем: тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хуçалăхра ытти ĕç те сахал мар.
Кĕркунне кĕлетсем тулли пуласси çуркунне мĕнлерех ĕçленинчен килет. Çурхи ака-суха ĕçĕсене илес пулсан, вĕсене вăхăтлă, пахалăхлă ирттертĕмĕр. Кăçал хуçалăхра 142 гектар урпа, 280 гектар тулă, 80 гектар сĕлĕ акса хăварнăччĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене те хушса акрăмăр. Çуракинче Ю.Балянин, В.Скворцов, Ф.Рахматуллов, В.Федоров механизаторсем тăрăшуллă пулчĕç.
Акса хăварни – пĕрре, ун хыççăнхи пысăк ответлă тапхăр – калчасене ăнăçлă пăхса ÿстересси: çум-курăксемпе, чир-чĕрсемпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе вăхăтра кĕрешмесен лайăх тухăç илесси пирки ĕмĕтленме те çук. Ку тĕлĕшпе те ĕçсене ырантан ырана хăвармарăмăр. Çакăншăн В.Матвеев, Ф.Хуснутдинов механизаторсем умĕнче пуçăма таяссăм килет.
Тырçи те ăнăçлă иртрĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнĕ çĕрте ДОН-1500 комбайнпа ĕçленĕ Ю.Балянин тăрăшуллă пулчĕ, 2500 центнер тырă пухса çапрĕ. «Нива» СК-5 штурвалĕ умне ларнă В.Скворцов та унран нумаях юлмарĕ. Кăçал, çанталăк хăйне майлă пулчĕ те, пур пĕрех начар мар тухăç илтĕмĕр.
Çитес çулхи тухăç никĕсне те кăçалах хывса хăвартăмăр. Кĕр тыррисене кăна 150 гектар акса хăварнă. Кĕр акинче Ф.Рахматулловпа В.Скворцов механизаторсене ырăпа çеç асăннă пулăттăм. Кунсăр пуçне 300 гектара яхăн çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Ку ĕçре те маларах асăннă механизаторсен пултарулăхĕ пысăк пулчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси уй-хиртен мĕн чухлĕ продукци туса илнипе тачă çыхăннă.
Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, ку тĕлĕшпе кăтартусем ÿссех пыраççĕ: выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама пуçларăмăр, аш-какайпа сĕтне те ытларах туса илетпĕр. Выльăх апачĕ запаслăх та пур, унпа кооперативра ĕçлекенсене те туллин тивĕçтертĕмĕр: ырă ĕç туни яланах ырăпа çеç таврăнаканччĕ.
Маларах уй-хир тата кулленхи ĕçсенче ырă тĕслĕх кăтартакан механизаторсене асăнса хăвартăм-ха. Вĕсемсĕр пуçне ферма ĕçченĕсем те сахал мар. Г.Багаутдинова, А.Михайлова, М.Хуснутдинова дояркăсем, М.Хуснутдинов скотник, В.Балянина, Т.Толстова сысна пăхакансем тата вĕсене выльăх апачĕпе тивĕçтерекен, витесенче яланах таса та тирпейлĕ пултăр тесе тимлекен Ю.Карсаков скотник, Н.Карсанов пăру пăхакан – хуçалăхри чи маттур ĕçченсем.
Уй-хир тата ытти ĕçсенче çулталăкĕпех тар тăкакансене те манса хăварас килмест. Тавах сире пуриншĕн те Г.Сайметов, В.Скворцов, М.Хуснутдинов, Л.Балянина, С.Цыганова, Н.Хамдеева тата ыттисем те. Сирĕн пек хастар çынсем çинче тăрать пирĕн хуçалăх. Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ĕçре çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп. Малашне те пĕрле, алла-аллăн тытăнса ĕçлер.