06 ноября 2008 г.
ПИРĔНТЕН тухнă йăла мар ку: чĕпсене мĕн ĕмĕртенех кĕркунне шутланă. Халĕ те çаплах. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕпе Н.Вазановпа курса калаçнă.
– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсан, ытти çулсемпе танлаштарсан, ку тĕлĕшпе кăçал ырă улшăнусем пур, - тенĕ калаçу пуçламăшĕнчех Николай Петрович. – Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасен, лашасен йышĕ ÿссех пырать. Çавна май выльăх апатне те ытларах хатĕрлесе хăварма тивет. Çитес çул валли, сăмахроан, районта 4029 апат единици чухлĕ выльăх çими хатĕрленĕ, е, пĕр сăмахпа каласан, кашни условнăй выльăх пуçне – 22,7 апат единици. Кунсăр пуçне 1690 тонна фураж хывса хăварнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе кăçал «Исток», «Бездна», «Мир», «Нива» хуçалăхсем кăтартуллă ĕçлерĕç, вĕсенче кашни условнăй выльăх пуçне 30-шар апат единици тивет.
– Выльăхсене çуллахи тапхăра куçарнăранпа вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, умра – çитес хĕл кунĕсем...
– Кĕтÿсене çарана вăхăтлă кăлартăмăр. Ура айĕнчи апат – ешĕл курăк – çителĕклех пулчĕ. Кунсăр пуçне кашни хуçалăхрах тенĕ пекех выльăхсене тăрантарма нгумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене уйăрнăччĕ. Тапăрта тăнă тата кĕтÿ аннă хыççăн хушма апат та панă.
Хĕл çывхарать тенĕрен, выльăхсемшĕн шартлама сивĕсем хăрушă пулмĕç тетĕп. Халĕ кашни хуçалăхрах витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ку ĕçсем, тĕпрен илсен, «Исток», «Бездна», «Восход» тата «Нива» хуçалăхсенче вĕçленнĕ те ĕнтĕ.
– Николай Петрович, чĕпсене шутлар тенĕрен...
– Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем алла усса лармаççĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра, акă, районти ял хуçалăх предприятийĕсем 316 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе «Восход», «Искра», «Исток», «Карлинская» хуçалăхсене ырăпа палăртса хăвармалла.
Сĕт туса илесси те пĕлтĕрхи шайран ÿсни сисĕнет. Тăхăр уйăхра пурĕ 2343 тонна е кашни ĕне пуçне вăтамран 3161 килограмм сĕт сунă. «Миха», «Исток» хуçалăхсенче ку кăтарту тата пысăкрах. 3806-3703 килограмшар таранччен.
– Николай Петрович, ырхан выльăхăн шăмми-шакки кăна теççĕ.
– Эпĕ ун пек каламăн пулăттăм. Енчен те выльăхсем сахал ÿт хушнă пулсан, маларах каланă чухлĕ аш-какай хатĕрлеймен пулăттăмăр. Мăйракаллă шултра выльăхсем «Миха», «Бездна», «Исток» хуçалăхсенче, сыснасем каллех çак хуçалăхсенче ÿт хушаслăхĕ пысăк пулнине палăртса тăраççĕ.
– Çамрăк выльăхсем туянас, ăратлăха лайăхлатас ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ-ши тата;
– Ку ыйтусене куçран вĕçертсен продукци туса илессине ÿстересси пирки калаçма та кирлĕ мар. Каллех «Исток» ОООна ырăпа асăнса хăварас килет. Кунта кăçал ăратлă 62 ĕне туяннă. Çавăн пекех, «Владислав» тата «Радуга» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те ăратлă сыснасем туянма мехел çитернĕ. Сахал шеллесе нумай çухатма пултарассине ертÿçĕсем лайăх ăнланса, туйса илчĕç пулас.
– Нимĕнле ĕç те хăй тĕллĕн пымасть. Николай Петрович, эсир хуçалăхсенче кашни кун тенĕ пекех пулатăр, маттур ферма ĕçченĕсене те ятранах пĕлетĕр пулĕ;
– Ун пеккисем пур çĕрте те пур. Сăмахран, «Исток» ОООри В.Еремеев скотник, Р.Терентьева доярка, «Карлинская» агрофирмăри Н.Андреева сысна пăхакан, «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи Л.Нянин конюх – районта чи лайăххисем. Хурт-хăмăр ăстисене те манса хăварас килмест. «Агродор» ОООри С.Степановпа «Карлинская» агрофирмăри М.Петров утарçăсем кăçал та ыттисенчен чылай ытларах пыл туса илме пултарчĕç.
– Тавах сире, Николай Петрович, ыйтусене хуравлама вăхăт тупнишĕн. Уяв ячĕпе, сире!
– Ял хуçалăх ĕçченĕсене, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хуракансене, уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, кулленхи çăмăл мар ĕçре ăнăçусем, чăтăмлăх сунатăп.