Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухрăм хыççăн çухрăм...

06 ноября 2008 г.

АЧА чухне кам кăна пулма ĕмĕтленместпĕр-ши эпир; Анчах, пурнăç сăлтавĕсене пула, тепĕр чух палăртнă тĕллевсене çийĕнчех пурнăçа кĕртме май килмест. Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ В.Семеновăн та çаплах пулса тухнă темелле. Ачаран тетте машинăпа выляса ÿснĕскерĕн, тем пекех шофер пулас килнĕ, вăл тĕлĕкре те хăватлă машинăсен кĕрлевне илтнĕ, хăйне руль умĕнче курнă.

Ĕмĕтленнĕ профессие тÿрех алла илеймен вăл – шкул хыççăн Вăрнарти профтехучилищĕре электрика вĕреннĕ. Унтан – çар хĕсмечĕ.

Салтак тумне хывсан йĕкĕт нумай шухăшласа тăман, Канаша çул тытнă. Водительсем хатĕрлекен училище пулнă унта. Унтан В.Семенов ăнăçлă вĕренсе тухнă.

Ас тăватăп-ха, ун чух, 1977 çулта, эпĕ «Правда» колхозра слесарь-юсавçă пулса ĕçлеттĕм. Шăпах çав çул руль умне ларчĕ Владимир Иванович. Малтанласа ăна ГАЗ-51 грузовик шанса панăччĕ. Хăй тăрăшнипе, юлташĕсем пулăшнипе ăсталăха хăвăрт хăнăхса пычĕ çамрăк водитель. Çулсем иртнĕçем ăна тата хăватлăрах автомашинăсем шанса пачĕç.

Унтанпа вăтăр çул ытла хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак хушăра В.Семеновăн тĕрлĕ маркăллă автомашинăсемпе ĕçлеме тивнĕ. Халĕ вăл – «Колос» агрофирмăри чи ăста, опытлă водительсенчен пĕри.

Виçĕ теçетке хушшинче Владимир Иванович пурнăçланă ĕçсене асăнса та пĕтереймĕн. Кашни кунах ĕçре пулнă, юсавлă машина рейса тухма яланах хатĕр тăнă. Тĕрлĕрен грузсем турттарма тивнĕ ăна, инçетри рейссемсĕр пуçне колхозра та кулленхи ĕçсем тупăнсах тăнă: вăрманне те каймалла, арманне те çитнĕ, çур аки вăхăтĕнче минераллă удобренисемпе вăрлăхсем, тырçи вăхăтĕнче хиртен йĕтеме, йĕтемрен элеватора тырă турттарнă. Ÿркенмен шофер, эпĕ ас тунă тăрăх, хуçалăхри «Чи лайăх водитель» ята пĕрре çеç мар çĕнсе илнĕ. Пĕр çулхине вара ăна районта та чи лайăххи тесе палăртрĕç.

Хастар ĕçшĕн – сумĕ те. В.Семенова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, хаклă парнесемпе пĕрре çеç мар чысланă.

– Республикăра çитсе курман район юлман манăн терĕ, - Владимир Иванович. – Мĕнле-мĕнле хуласене кайса килнине вара шутласа та кăлараймăн.

Паян та руль умĕнчех В.Семенов. Харăсах икĕ автомашина шанса панă ăна: ГАЗ-53 маркăллă бензовоз тата грузовик. Манпа калаçнă хыççăн та вăл тÿрех черетлĕ рейса васкарĕ. Телейлĕ çул сунмалли юлчĕ манăн ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика