08 ноября 2008 г.
ВĔСЕН çемйи пирки ялта ыррине çеç каланине илтме пулать: ĕçчен, тирпейлĕ, ăшă кăмăллă. Кил хуçи – Виктор Андреевич – нумай çул хушши шоферта ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн ăна Шупашкартан та, районтан та, колхозран та Хисеп грамотисем парса чысланă.
Виктор Андреевичăн юратнă мăшăрĕ – Мария Николаевна – фермăра ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ. Ăна та пĕрре çеç мар Хисеп грамотипе наградăланă.
Петьковсем 3 ача çуратса ÿстернĕ. Питĕ шел, аслă ывăлĕ çитĕнсе çитсен сарăмсăр вилсе кайнă. Йывăр хуйха Виктор Андреевичпа Мария Николаевна ĕçре пусарма тăрăшнă, мал ĕмĕтпе пурăннă. Мария Николаевна – ялти чи ăста тĕрĕçĕсенчен пĕри. Унăн тĕррисенчи хитре чечексем чĕрĕ пекех: «килĕр, татса илĕр», - тенĕнех туйăнать. М.Петькован тĕррисене районти Акатуйсенче, тĕрлĕрен выставкăсенче кăтартнă.
Тата вăл юрлама-ташлама юратать, ялти фольклор ушкăнĕн чи хастар артисчĕсенчен пĕри.
Ачисем те хăйсенех хунă, ал ĕçĕнче шутсăр маттур. Петьковсен килĕ асамлă тĕрĕсемпе тата йывăçран касса тунă эрешсемпе илĕртсе тăрать.
Выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча-çимĕç çитĕнтерсе чун канăçне тупаççĕ Петьковсем, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Çак кунсенче Мария Николаевна 60 çул тултарчĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем ăна юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.