15 ноября 2008 г.
ЫТТИ ялсенчи пекех, Çĕнĕ Чукалпа Вырăс Чукал ялĕсенче те кăçал ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Акă, Шăмăршăри ДРСУ Лесхозная урама – пурĕ 700 метр тăршшĕ – асфальт сарса пачĕ. Ĕмĕрех пылчăк çăрăлнă урампа халĕ кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара та пушмакпах çÿреме пулать. Ял çыннисем çак ырлăхшăн район ертÿçисене чĕререн тав тăваççĕ.
Иртнĕ эрнере ялта туй кĕрлерĕ: И.В.Шепейкинăн ывăлĕ Леша Пăчăрлă Пашьелĕн чипер хĕрне Иринăна качча илчĕ. Çамрăк çемье яла юлса çурт-йĕр çавăрас шухăшли кăмăла çĕклет.
Иртнĕ эрнерех ялти паллă спортсмен, пултаруллă хоккеист Витя Абросимов Тинĕс-çар флотне службăна кайрĕ. Çывăх вăхăтра тата виçĕ йĕкĕт салтак тумне тăхăнĕ.