15 ноября 2008 г.
ШĂМĂРШĂРА икĕ хутлă физкультурăпа спорт комплексне тăвасси малалла тата чăрмавсăр пырать. Паянхи кун тĕлне объектăн пĕрремĕш хутне купаласа пĕтерсе тимĕрпе бетон плитисем хурса хăварнă, иккĕмĕш хутри стенасене купалас ĕç те ку уйăхра вĕçленмелле. Пĕрремĕш хутра штукатурка тумалли нумаях юлман.
Стенасене купалассинче Шăмăршăсен В.Кондратьев ертсе пыракан бригади те – ун йышĕнче В.Архипов, Н.Иванов, Ю.Мрясов, В.Лысов, А.Сапожников, А.Галкин, В.Миронов каменщиксем тата вĕсене пулăшакан П.Исаев, В.Артемьев, С.Абрамов, В.Кудряшов, В.Старшов, А.Чатта вăй хураççĕ – тăрăшулăх кăтартать. Ĕçре çавăн пекех Патăрьелĕнчи («Стройкомфорт» ООО) Ш.Сулейманов, Канашри («Элитстрой» ООО) В.Мельников, Шупашкарти («Суор» ООО) А.Васильев бригадисен каменщикĕсем те хастар. Çĕнĕ Шăмăршăри Л.Давыдов пур бригадăна та раствор хатĕрлесе парать. Строительство материалĕсене Шупашкарти («Милениум» ООО) Н.Соловьев крановщик чăрмавсăр çĕклесе тăрать.
Шупашкарти «Восторг» ОООри рабочисем ача-пăча бассейне (10м х 6м) монтажласа пĕтернĕ ĕнтĕ, халĕ çитĕннисен бассейне (25м х 8,5м) тăвассипе тимлеççĕ.
Шыв, канализаци, ăшă системин пăрăхĕсене объект патне хывас, пысăк вольтлă кабельсемпе, телефон пралукĕсемпе çыхăнтарас ĕçсене вĕçленĕ. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче электропроводкăна та монтажланă. Космовский урамĕнчи котельнăя реконструкцилеме, 2 газ хуранĕ вырнаçтарма палăртнă. Объект çывăхĕнчи кивĕ трансформатор вырăнне çĕнни, хăватлăх енĕпе чылай пысăкраххи пулмалла.
– Пĕрлех çурт таврашне илемлетес ĕçсем те кал-кал пыраççĕ, - терĕ «Суор» ОООн (ку фирма объектăн генеральнăй подрядчикĕ шутланать) тĕп инженерĕн çумĕ А.Т.Васильев. – Территорире прожекторсен мачтисен никĕсне хывса, мачтăсем тунă, çĕр айĕнчи кабельсене тăснă.
Аркадий Тимофеевич каланă тăрăх, объектра ĕçлекенсен ĕç укçи те пĕчĕкех мар-мĕн (çакна рабочисем те çирĕплетрĕç). Сăмахран, октябрь уйăхĕнче каменщиксем 12-15-шер пин, вĕсене пулăшакансем 8-9-шар пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çакнашкал тÿлев, паллах, рабочисене тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.