15 ноября 2008 г.
КИЛ ХУÇИ – Петр Николаевич – чĕрĕ-сывă чухне эпĕ Туктаровсем патĕнче пĕрре кăна пулман. Ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕриччĕ вăл. Ял хуçалăхĕнчи хастар ĕçшĕн Тăван çĕршыв ăна Октябрьти революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, темиçе медальпе наградăланă. Çав тери сăпайлă та ырă кăмăллăччĕ П.Н.Туктаров, МТСра йывăç шакмакĕпе çÿрекен тракторпа тата ытти техникăпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлени çинчен сехечĕпех каласа пама пултаратчĕ. Шел, колхозри тата районти малтанхи механизаторсенчен пĕри – Петр Николаевич – йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Мăшăрĕ – Елинкка аппа – упăшки пекех хăйсем патне килнĕ çынна яланах тараватчĕ. Кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Яманчÿрел ялĕнче çуралнăскер, улттăрах ашшĕсĕр çурма тăлăха тăрса юлнă. Пĕчĕк Елинкка Тутар республикинчи Пăва районне кĕрекен Мăкăр ялĕнче ÿссе çитĕннĕ.
Елинкка аппа – Елена Васильевна Туктарова – ачалăх çулĕсене тата вăрçă вăхăтĕнчи хĕн-асаплă тапхăра куççуль витĕр аса илет. Вăрман касма кайнине, шартлама сивĕре алăсем пуртă аври çумне çыпăçнине епле манăн-ха; Хĕрсен ушкăнĕпе пĕрле Кама шывĕ çинче сулă юхтарни те Елинкка аппан асĕнчен тухман. Йывăр пулнă, çапах та çĕнтерĕве çывхартас тесе шăла çыртса чăтнă.
Вăрçă хыççăн Елинкка Пăва районĕнчи Мăкăр ялĕнче дояркăра вăй хунă. Чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Тăван çĕршыв медальпе наградăланă.
Ĕçчен те сăпайлă хĕре Анат Чаткас каччи Петр Туктаров куç хывать, çамрăк чĕресенче юрату вучĕ хĕмленет. 1954 çулхи Питрав кунĕнче Петĕрпе Елинкка пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Çĕнĕ çĕрте те алă усса ларман Елена Васильевна: тырă вырнă, çум çумланă, строительсен бригадин йышĕнче выльăх-чĕрлĕх витисем, гаражсем çĕкленĕ... Ялти хĕрарăмăн çĕр-çĕр ĕçне асăнса та тухаймăн.
Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем 6 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Елинкка аппан 11 мăнук, мăнукĕсен те 2 ачи пур.
Ыран – ноябрĕн 16-мĕшĕнче – Елена Васильевна Туктарова, ялтилле каласан Елинкка аппа – 80 çул тултарать. Хĕвел пек ăшă кулăллă, çу кунĕ пек çемçе кăмăллă чăваш хĕрарăмне манăн пуç тайса тав тăвас килет. Тавах сана, Елинкка аппа, колхозри ырми-канми ĕçÿшĕн, ывăлусене салтака юрăхлă çитĕнтернĕшĕн, кил-çурт ăшшине упраса ачусемпе мăнукусене савăнăç парнеленĕшĕн.
Вăрăм ĕмĕрлĕ, телейлĕ пул!