22 ноября 2008 г.
«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçатра çырнă тăрăх, кăçал пирĕн район 23500 тонна тырă пухса илнĕ. Анчах кăтарту тата лайăхрах пулма пултарнă. Пирĕн çĕрсем унчченхи çулсенче 40-шер пин тонна е ытларах та тырă панă. Мĕн чăрмантарать çав шая çитме;
Чи малтан çакна палăртмалла, чылай хуçалăхра юлашки çулсенче çĕр ĕç культури хавшарĕ. Малтанхи пĕрлешÿллĕ предприятисем вакланнă май, пусă çаврăнăш пĕлтерĕшĕ çухалчĕ. Пĕр йышши культурăна темиçе çул пĕр уйрах акни тухăçа нумай чакарать. Çĕнĕ сортсене нумай хуçалăх туянаймасть. Киввинчен киввиех шăтать, унăн белок хисепĕ сахал. Туянакансем çавăн пек тырра тиркеççĕ.
Çуркунне тăпрана çиелтен кăпкалатса акни те тăмлă-хăйăрлă вырăнта тухăçа нумай чакарать. Кĕрхи тырăсем валли çĕр маларах хатĕрлесси тивĕçлĕ шайра мар. Е хирĕ хăвăртрах пушанмасть, е техники ерçмест, е çĕмĕрĕлсе ларнă. Çакăн пекки çултан-çул пулса пыма пуçларĕ. Çавна пула кĕрхи тырă вăрлăхĕ кăпăшка тăпрана варăнса юлаймасть. Кĕр аки вăраха тăсăлать. Сентябрь вĕçĕнче тин акса хăварнин усси çук. 2005 çулхи кĕркунне кĕр аки çапла иртрĕ. Имшер калча хĕллехи шартлама сивĕре шăнса пĕтрĕ. Юрать-ха, ун пек хуçалăхсене патшалăх страховка тÿлевĕпе пулăшрĕ. Кашни çулах кĕрхи çĕртме туса çитерейменнине те палăртса хăвармалла. Кун пек çĕрте çур аки вăраха тăсăлать, тăпрара нÿрĕк кирлĕ чухлĕ пухăнаймасть.
Тислĕк тăксан тикĕс шăтать тенĕ. Халĕ тислĕкĕ çук. Минерал удобренийĕ те сахал лекет. Хирте юлнă пĕр тонна улăм каяшĕ виçĕ-тăватă тонна тислĕк хывнипе танлашать. Чăваш Енри хуçалăх ертÿçисемпе специалистсен ушкăнĕ Пенза облаçне кайса паллашнăччĕ. Опыт пирĕн районта сарăлман-ха. Тăпрана азот кирлĕ. Рапс, пăрçа йышши культурăсем акса çав «выçлăха» пĕтерме май пур. Вĕсем пирĕн хирсенче çукпа пĕрех.
Тĕрлĕ канашлу-семинарта çĕр ĕçĕнче энерги перекетлемелли технологипе усă курасси çинчен нумай калаçаççĕ. Çак меслет те анлăн сарăлман. Çĕнĕ техника тивĕçменни, кивви юрăхсăра тухса пыни ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме чăрмантарать.
Чăн та, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе фермерсем юлашки вăхăтра çĕнĕ техника туянаççĕ-ха. Çапах вăл пĕтĕм ĕçе вăхăтра, лайăх пахалăхпа туса çитерме çителĕксĕр. Машина-трактор паркĕ кивелсе пырать.
Пурнăç çĕнĕлĕх ыйтать – ăна кирек кам та аван ăнланать. Чылайăшĕ ютсен, анăçри çĕршывсен технологине мĕн пур йывăрлăхран хăтăлмалли çул тесе шутлать. Анчах Раççейĕн наука енĕпе никĕсленнĕ, пурнăçра тĕрĕсленнĕ технологийĕ мĕнрен кая; Кунта çакна шута илни вырăнлă пулĕ: Канадăра е Америкăра хăйне евĕрлĕ çĕр, пирĕн – хамăр майлă. Раççейĕн Краснодар крайĕнчи тата пирĕн тăрăхри условисем те, тăпра та пĕр-пĕринчен питĕ нумай уйрăлса тăраççĕ вĕт. Апла тăк, ĕçе тĕплĕ туни, ĕлĕкхилле каласан, агротехникăна çирĕп пурнăçлани чи мала тухать. Ун чухне кирек мĕнле çул та лайăх тухăç илесси шанчăклă. Акă, ĕлĕкрех эпир «Искра» колхозра гектар пуçне вăтамран 35-40 центнер тĕш тырă, 250-270 центнер çĕр улми туса илеттĕмĕр. Çакна эпĕ пĕрре те япăх тухăç тесе шутламастăп. Çĕре юратсан, пысăк тухăç пулатех.