Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсенчен вĕренмелли нумай

22 ноября 2008 г.

БИБЛИОТЕКĂСЕН ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕлĕшпе ноябрĕн 18-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче семинар пулнă. Елчĕк тата Вăрмар районĕсенчен килнĕ библиотекарьсем районти тĕп тата ял поселенийĕсенчи библиотекăсен сайчĕсемпе паллашнă. Библиотека ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсемпе хăнасене туллин каласа панă.

Семинара тĕп библиотека директорĕ В.Львова уçнă. Вăл районти вулав çурчĕсем халăха культурăллă канма пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ юхăмсене пайланса ĕçленине палăртнă. Библиотека презентацине ирттернĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чумуркина районти культура тытăмĕ мĕнлерех ĕçлесе пынине каласа кăтартнă. И.Морозова библиотекăсенче тĕрлĕрен клубсем те ĕçленине асăннă. Çав клубсене çынсем пысăк хавхаланупа çÿреççĕ. Л.Владимирова, С.Ларионова хăйсем ертсе пыракан клубсем çинчен калаçнă, вĕсене çÿрекен çынсемпе паллаштарнă. Сăвă çыракан талантсем те семинара хутшăннă.

Семинара килнĕ хăнасене Пуянкасси ялĕнчи библиотекăна та илсе кайса кăтартнă. Унта вĕсене «Ахаяс» фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа саламланă. Библиотекарьсене ал ăстисен куравĕ тĕлĕнтернĕ. Кунти «Сенкер тĕпел» клуб ĕçĕ-хĕлĕпе библиотека ертÿçи Н.Федотова паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика