Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр чунсен тĕнчи пуянланать

22 ноября 2008 г.

ПЫСĂК та пуян, тĕрлĕ енлĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен тĕнчи. Парк çут-çанталăка сыхлакан объект пулнă май, вĕсен тĕнчи ÿссех пырать. Юлашки çулсенче кăна кунта чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен халиччен тĕл пулман тĕсĕсем йышлăн тĕл пулма пуçларĕç. Сăмахран, хальхи вăхăтра парк территорийĕнче Чăваш Республикинче шута илнĕ çĕр çинче пурăнакан çурăм шăммиллĕ чĕр чунсен 90 проценчĕ ытла пурăннине палăртнă. Вăл шутран сĕтпе тăранса пурăнакансен 40 тĕсĕ, вĕçен кайăксен 169 тĕсĕ (йăва çавăраканнисем – 90 тĕс ытла), çĕр çинче тата шывра пурăнакансемпе çĕлен-калтасен 19 тĕсĕ, 19 тĕрлĕ пулă. Хурт-кăпшанкăсен тĕрлĕрен тĕсĕсем те нумай.

Чĕрчунсенчен ытларах мулкач, пакша, пăсара, пурăш, шашка, сăсар, вĕçен кайăксенчен – улатăпа (вяхирь), кăсăя, сар кайăк тĕл пулаççĕ.

Çурçĕрти лăсăллă вăрмансенче пурăнакансем те пур: вĕçен кайăксенчен – карăк, ăсан, кукăр сăмса (клест), чĕр чунсенчен – çÿлевĕç, пăши, упа.

Шывра пурăнакансен тĕнчи те пысăк. Паркри юхан шывсенче партас, елец, шампа, ыраш пăтри, хура карас тата ытти йышши пулăсене шута илнĕ. Çурхи шыв-шур тапраннă тапхăрта Сăр шывĕнчен Пасна çырми урлă шерех (жерех), çупах, синец, çуйăн, шăла пулă (судак) вăлча сапма хăпараççĕ.

Вĕçен кайăксем кăна кунта 171 тĕрлĕ, вĕсенчен 11-ĕшне Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.

«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ – сунара тухма юраман тăрăх. Чĕр чунсене сыхлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕрен кунта каллех упасем тĕл пулма пуçларĕç, хир сыснисемпе ăтăрсен, ăсансемпе карăксен шучĕ ÿсрĕ. Çавăн пекех, Баскак лесничествин тăрăхне тăрнасем те иленчĕç: кашни çулах сахалтан та 5-6 çемье йăва çавăрса чĕпĕсем кăларать. Паснара раксем пурăнма тытăнни те кунта тавралăх экологи енчен таса, шывсем тăрă пулнине çирĕплетет.

Маларах асăнтăм: наци паркне браконьерсемшĕн çул хупă. Вăрманта йĕркене пăсса пăшал сасси ан кĕрлетĕр тесе яланах сыхă тăратпăр, ку тĕлĕшпе тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелетпĕр. Хĕллехи вăхăтра чĕр чунсене апат, тăвар хурса парасси те манăçа юлмасть. Кашни çулах чĕр чунсене шута илетпĕр.

Малалла та пуянлантăр чĕр чунсен тĕнчи, йыш çумне йыш хуштăр – çакă пирĕн тĕп тĕллев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика