22 ноября 2008 г.
ЯЛ ячĕ çĕнĕ сăмахпа çыхăннă пулин те, вăл – районти ватă ялсенчен пĕри. В.И.Максимов ентеш «Откуда, кто мы» кĕнекинче çырнă тăрăх, Çĕнĕ Шăмăршă 1661 çултанпа пурри паллă. Апла пулсан, вăл пуçланса кайнăранпа – 347 çул. Яла пуçарса яраканĕсем – хальхи çурçĕр-хĕвелтухăç енчен куçса килнĕ чăвашсем пулнă иккен. Ытти халăхсем хĕсĕрлесе çитернĕрен, вĕсен ирĕксĕрех пурăнмалли çĕнĕ вырăн шырама тивнĕ. Вĕсем яла йĕркелесе пуçласа яма меллĕ вырăна, çырма хĕррине суйласа илнĕ. Тепĕр енчен, вăрман çывăхра пулни те витĕм кÿнех пулĕ. Юнашарах кÿлĕ те пулнă. Çак кÿлле 1946 çулта халăх вăйĕпе чавса татах тарăнлатнă. Вăл ял çыннисемшĕн, уйрăмах ача-пăчашăн юратнă вырăн пулнă. 1994 çулта, ял урамне асфальт сарма тытăнсан, çак кÿлле ирĕксĕрех хуплама тивнĕ.
Малтанласа ялти 30 çемьере 71 арçын, 80 хĕрарăм шутланнă. Инçетрен куçса килнĕ чăвашсене çĕнĕ вырăнта çĕнĕ пурнăç пуçласа яма çăмăл пулнă теме çук, кашни утăмрах – йывăрлăх хыççăн йывăрлăх, чăрмав хыççăн чăрмав. Çавах та вĕсем хуçăлса ÿкмен, кунне-çĕрне пăхмасăр тар юхтарнă: акма çĕр хатĕрленĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе хуралтăсем çавăрнă.
Малтанласа Çĕнĕ Шăмăршăра Çÿлтикаспа Анаткас урамĕсем йĕркеленнĕ. Пурăнакансен йышĕ ÿссе, çĕнĕ çемьесем тĕп килрен уйрăлса тухнă май пыра-киле Çĕнĕкас урамĕ те пулса кайнă.
Истори докуменчĕсенчен çакă паллă, 1910-1911 çулсенче ялта 48 çемье, вĕсенче пурĕ 169 арçын тата 175 хĕрарăм шутланнă. Çакă та интереслĕ: ялта Кудряшовсен, Захаровсен, Ефимовсен çемйисем ытларах пулнă. Пăва уесĕн перепиçĕн кăтартăвĕсенчен çакă паллă: асăннă çулсенче хуçалăхсенче 96 ĕç лаши (16 хуçалăхра виçшер пуç таранах), сăвăнакан 69 ĕне усранă. Пĕр хуçалăхра çеç лаша тытма вăй çитереймен. Кунсăр пуçне ял çыннисем сурăхсем, кайăк-кĕшĕк те тытнă.
17-18 ĕмĕрте Раççейре хресченсем çĕрпе мĕнлерех усă курма пултарнă-ха; Çак тапхăрта ясак хресченĕсем, патшалăх хресченĕсем пулнă, вĕсем патшалăха пăхăнса тăнă. 1950 çулсенче чĕмпĕр кĕпĕрнинчи хресченсем император Министерствине пăхăннă, патшалăха тĕрлĕ парăмсем тÿленĕ, çак тĕллевпе уессенче удел Кантурĕсене, вулăс приказĕсене йĕркеленĕ.
Ялта пурăнакан çемьесене ывăл çуралсан кăна çĕр лаптăкĕ касса панă.
1861 çулта, Иккĕмĕш Александр патша Указĕпе, хресченсем улпутсен харпăрлăхĕнчен, удел тата хысна тытăмĕнчен тухма, хăйсен ирĕкĕпе çĕрпе усă курма пултарнă. Анчах та çакăншăн 49 çул хушши налук тÿлесе тăмалла пулнă. Хресчен хуçалăхĕсене ертсе пыма ятарлă земствосем уçăлнă.
Патша саманинче, сăмахран, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче хресченсем 5 теçеттин (5,45 га) çĕрпе усă курнă, Пăва вулăсĕнче вара арçынсене 3,82 гектар ят çĕрĕ касса панă.