29 ноября 2008 г.
АННЕ ăшши пур ачи валли те çитет. Кашнин валлиех ун вăхăт тупăнать. Ĕçе хăнăхтарма та, ăса вĕрентме те пĕлет вăл. Анне ачисемшĕн яланах тăрăшать, вĕсен пурнăçĕ ăнмасан – хурланать, савăнăçĕ пулсан чунтан хĕпĕртет. Тĕпренчĕкĕсем инçетре чухне вĕсене кĕтет. Килме вăхăчĕсем çитсен хапха умнех тухса тăрать, пĕр май çул еннелле тинкерет. Апат-çимĕçне те вăлах хатĕрлет, кил-çурта та вăлах тирпейлет. Çемье ăшшине те анне тытса тăрать. Пурнăçри чи хаклă та юратнă çын-çке вăл ытарайми анне.
Çĕр çинче аннесем мĕльюнĕ-мĕльюнĕпе. Анчах кашниех вĕсенчен черчен те ачаш чунлăскер хĕрарăм. Пуянкассинче пурăнакан Р.Алексеева та çав шутах кĕрет. Илемлĕ те кăмăллă, вашават та ĕçчен вăл. Хĕрарăм ятне çÿлте тытса пырать Раиса Васильевна. Хĕрĕпе ывăлĕшĕн тата упăшкишĕн вăл чунтан юратнă анне тата арăмĕ. Вĕсемсĕр пуçне унăн кулленех куçран пăхакан вун-вун ача. Кусем вара унăн вĕренекенĕсем, унăн çăварĕнчен пăхса ларакан шкул ачисем.
Р.Алексеева Пуянкассинчи тĕп шкулта ĕçлет. Вăл кĕçĕн класри хĕр ачасемпе арçын ачасене вулама-çырма, шутлама вĕрентет. Хăйĕн ĕçне чунран-вартан юратать Раиса Васильевна. Ачасем патне вăл уява кайнă пекех каять. Вĕсемсĕр питĕ тунсăхлать. Каникул вăхăтĕнче вара хăйĕн вĕренекенĕсене курмасан тем çитмен пекех туйăнать ăна.
Пур енчен те пултаруллă та пуçаруллă Р.Алексеева. Хăнана кайсан юрласа-ташласа кăна тăрать. Вăл пĕлмен юрă çук та пулĕ. Сасси шăпчăкăнни пек, итлес те итлес килет. Шÿт-кулăш калама та пит ăста. Сцена çине тухакан е телевизорпа кăтартакан артистсенчен пĕрре те кая мар. Тепĕр тесен, унăн мăшăрĕ Елисей те шÿте юратать, юрă-ташăра та пултарать. Вĕсем иккĕшĕ ташша тухсан «акă ĕнтĕ, кур ĕнтĕ» тесе такмакламалли çеç юлать.
Раиса Васильевна ялти «Ахаяс» фольклор ушкăна та хастар çÿрет. Маларах çак ушкăна унăн амăшĕ Лидя аппа та çÿренĕ. Амăшĕн пултарулăхĕ хĕрĕ патне куçнах ĕнтĕ.
Р.Алексеева Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухсан пĕр çул Шамккайри шкулта ĕçленĕ. 1981 çулта, Елисейпе пĕр çемье чăмăртасан, тăван яла таврăнса кунти шкулта тăрăшма пуçланă. Вăхăчĕ вара шăвать те шăвать. Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлÿ те илнĕ. Асăнтăм ĕнтĕ, хĕрпе ывăл çуратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те маттур. Хĕрĕ Ирина Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухсан Шăмăршăри тĕп больницара медсестра ĕçĕнче вăй хурать. Ывăлĕ Гена вара салтак тумне хывнă хыççăн Шупашкарта милици уйрăмне вырнаçнă. Çав вăхăтрах МВД академийĕн студенчĕ те вăл. Маттур каччă юрист дипломне кĕçех алла илĕ. Упăшки Елисей тĕрлĕ вырăна ĕçлеме çÿрет. Ĕçчен арçын аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Пур ĕçе те пултарать вăл.
Ял çынни картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрамасăр мĕнле пурăнтăр-ха; Алексеевсем те ял-йышран юлмаççĕ. Ĕни-пăрăвĕ, сысни-сурăхĕ, чăххи-чĕппи картише илем кÿреççĕ. Пахча-çимĕçне те пайтах туса илеççĕ. Пÿрт умĕнчи пахчара çуллахи кунсенче тĕрлĕрен хитре чечек çитĕнет.
Аннесен ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне хальхинче Р.Алексеева урлă сăнларăмăр. Ырă та тарават хĕрарăм çинчен çырас та çырас килет. Ун пеккисемпе калаçма та кăмăллă. Вĕсенче вăй-хăват тапса тăни сисĕнет. Çавăнпа та аннесене ĕмĕр-ĕмĕрех тав тăвар, асра тытса пурăнар. Вĕсен умĕнче пуçа таяр.