29 ноября 2008 г.
ХĔВЕЛ тата Анне... уйрăлми ăнлавсем. Хĕвел – тĕнчери чи çутă та ăшă планета. Анне – пурнăçри пĕртен-пĕр хаклă çын.
Хĕвел – вутлă çăмха – çĕр пичĕ çине ăшшăн пăхса кулать те ылтăн пайăркисемпе мĕн пур чĕрĕ чуна, ÿсен-тăрана çупăрлать. Ун ытамĕнче, эх, мĕн тери ырă, ăшă! Пĕтĕм тавралăх ешерет, чечекленет, пурăнма вăй илет. Пĕтĕм чĕрĕ чуна пурнăç сывлăшĕ кĕрет. Çут тĕнче сар Хĕвелсĕр пулма та пултараймасть.
Анне те, Хĕвел пекех, çĕр çинче пурнăçа тытса тăрать. Вăл – этемлĕх пуçламăшĕ. Аннен кăкăрĕ сĕчĕпе пĕтĕм тĕнче аталанать, тĕрекленет. Аннен ыр тĕслĕхĕпе мĕн пур çын ĕçе, пархатарлăха вĕренет. Анне пилĕпе ывăл çĕршыв чиккине сыхлать, хĕр ыр ĕçре вăй хурать, яш-кĕрĕм çемье çавăрса ăрăва тăсать. Çапла вăл ĕмĕртенпех. Аннен савăнăçĕ-хуйхи – ачисенче. Тĕнче тĕрекĕпе мухтавĕ – аннемĕрсем ăс-тăн панă çынсенче. Аннесĕр пурнăç та çук, тĕнче те пулаймĕ. Ун умĕнче вилĕм те вăйсăр. Пире пурнăç парнеленĕ çыннăмăр тивлечĕпе механизатор тыр-пул çитĕнтерет, строитель çурт-йĕр çавăрать, наука çынни тĕрлĕ енĕпе çĕнĕлĕх шутласа кăларать, çыравçă пурнăç кĕнеки çырать... Веçех, веçех Аннепе çыхăннă.
Аннеçĕм, пур-ши тĕнчере хаклăрах çын;! Эс маншăн – пĕрре, Эс – чи пысăк телей.
Çут тĕнчене килнĕренпех, Аннем, эс мана савăнăç кÿретĕн. Сан шăпчăкăнни пек çепĕç сассу, хĕвелĕнни пек ăшă куллу, акăшăнни пек çăмăл утту, пăрчăканăнни пек кал-кал ĕçÿ мана çеç мар, ыттисене те тыткăнлаççĕ, ырăлăх патне туртаççĕ. Куçусенче мĕн чухлĕ канăçсăрлăх: чĕппÿсемшĕн ырми-канми тăрăшатăн-çке. Нихçан та хурлăх куççульне ан тумлаччăр вĕсем. Чĕрÿнте вара – виçесĕр пысăк юрату, вăл нимле туйăмпа та танлашаймĕ, никам та эс юратнă пек савма пултараймĕ. Сан сисĕмлĕ чĕрÿне нихçан та амантас марччĕ, Аннеçĕм, хамăн вĕренÿпе те ĕçпе сана лăпкăлăх, мăнаçлăх кÿресчĕ.
Хаклă анне, эпĕ сана итлемен вăхăт та, чĕрÿне ыраттарни те пулать пуль... Каçар! Каçарсам сана кÿрентернĕшĕн, ăнланманшăн!
Чун тăвăлса, кÿтсе çитсессĕн,
Эп васкатăп, анне, сан патна.
Çут тĕнчере эсĕ маншăн – чи хакли,
Хăват парса тăратăн мана.
(Раиса Сарпи).
Хаклă аннем, çак çутă тĕнчере Эсĕ – чи аванни, чи хитри тата чи лайăххи. Санăн сăну – тĕлĕнмелле хитре, сассу – чи çепĕççи, аллу – чи ăшши тата çемçи, санăн утту никамăннипе те танлашаймасть, санăн чĕрÿ вара – чи ырри.
Эсĕ мана илемлĕ те усăллă ирттермелли кун-çул пилленĕ. Ăна манăн сан пекех тивĕçлипе ирттересчĕ. Эсĕ вĕрентнине пурнăç тăршшĕпе астуса пурăнатăп, пурнăçăма ырă ят кăна хăварма тăрăшăп.
«Аннене суйламаççĕ. Ма тесен – вăл пĕрре» (Р.Сарпи). Кашни çыннăн вăл – пĕрре кăна. Аннене вăл мĕнле, çавăн пек юратмалла. Эпир çилленетпĕр хамăр аннесем çине. Тавлашатпăр вĕсемпе, тĕрĕс тесе ĕнентересшĕн. Амăшĕ хăйĕн ачине япăххине сунмасть вĕт. Вăл вăрçсан та тарăхнипе мар, хăйĕн ачисене юратнипе кăна вăрçать.
Ачасем, хăвăр тăван аннĕрсене хурлантарма ан тăрăшăр. Упрăр вĕсене. Ун пурнăçĕнчи кашни çеккунтне хаклăр. Ку тĕнчене килнишĕн пирĕн аннесем умĕнче пуç таймалла.