Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа таятпăр сирĕн умăрта

29 ноября 2008 г.

ÇĔР çинче, пурнăçра аннерен хаклă çын çук: вăл пире çуратнă, хăйĕн кăкăр сĕтне парса ÿстернĕ, пиртен çын тунă. Çавăнпах ĕнтĕ кашни çулах Аннесен кунне паллă тăватпăр, çак уяв асра юлтăр тетпĕр.

Кăçал та ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисен анлă планне туса хатĕрлерĕмĕр. Аннесен кунĕ умĕн, сăмахран, районти централизациленĕ тĕп библиотекăра «Анне чĕри» выставка-диалог, «Манăн хаклă анне» поэзи каçĕ иртрĕç. Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ «Анне парнеленĕ çутă кун» темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕ. Çавăн пекех, ачасен искусство шкулĕнче ирттернĕ «Ачасем амăшĕн сăнне ÿкереççĕ» выставка та çынсен кăмăлне кайрĕ. Тĕрĕс: чыс-сума, мухтава тивĕçлĕ пирĕн аннесем. Вĕсене пулăшас, хавхалантарас тĕлĕшпе патшалăх та сахал мар тăрăшать, аннесем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи куна, сăмахран, районти 1200 çемье кашни уйăхрах ачасемшĕн пособи илсе тăрать. Вĕсенчен 250-шĕ – тулли мар çемьесем, 117-шĕ – пĕччен амăшĕсем, 206-шĕ – виçĕ е ытларах ачаллисем. Кăçалхи сакăр уйăхра кăна вĕсене 4 миллион тенке яхăн пособи тÿленĕ. Çакă çемье бюджечĕшĕн самаях курăмлă пулăшу пулса тăрать. Çак пособисен виçи тĕрлĕрен: вĕсене çемьере миçе ача пулнине, вĕсем миçе çулхине, çемье тупăшне кура, çемье категорине шута илсе параççĕ.

Ача çуралсан амăшĕсене 8840 тенкĕ пĕр вăхăтлăх пулăшу пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çулсенче районта ачасем çураласси чакни сисĕнетчĕ пулсан, халĕ ку кăтарту ÿсни куç умĕнчех. Амăшĕсене ачасене пăхса ÿстерме каякан тăкаксем те сахалланчĕç: вĕсене ачасене çулталăк çурра çитиччен уйăхсерен ятарлă пособи тÿлесе тăратпăр: пĕр ача пуçне 1657 тенкĕ, иккĕмĕш е виççĕмĕш ачашăн – 3315 тенкĕ.

Аннесен чĕри çапларах вĕт: вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене ÿстерсе çитĕнтернипе кăна çырлахмаççĕ, тăлăх-туратсене те хăйсен хÿттине илеççĕ. Паянхи куна ачасене усрама илнĕ çемьесем районта пиллĕк шутланаççĕ. 15 ача çемье телейне тупни, паллах, пурне те савăнтарать. 28 çемье вара – опекунсем. Вĕсем хăйсен хÿттине 33 ачана илнĕ. Кун пек çемьесене те патшалăх пулăшать, уйăхсерен ятарлă пособи тÿлесе тăрать. Унăн виçи, ачасен çулне шута илсе 4340 тенкĕрен пуçласа 4958 тенкĕ таран пухăнать. Ку пособие икĕ çултан пуçласа 18 çула çитичченхи ачасемшĕн парса тăраççĕ.

Йывăр çын, кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсем те патшалăх тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ. Кирлĕ пулсан, тухтăрсем сĕннипе, вĕсене хушма апат-çимĕç продукчĕсем туянма уйăхсерен 100-шер тенкĕ тÿлетпĕр.

Амăшĕсем, çемьесем районти çеç мар, республика шайĕнчи тĕрлĕрен мероприятисене те хутшăнаççĕ. Ыран, сăмахран, Шупашкарта 30 çемье «Çулталăк çемьи» конкурсра тупăшĕ, пирĕн район чысне унта Карапай Шăмăршăри Ермолаевсем хÿтĕлĕç.

Аннесен кунĕ ял поселенийĕсенче те анлăн иртĕ – вĕсене пур çĕрте те тивĕçлипе чыслĕç.

Çавăн пекех, пурнăçăмăрти чи хаклă та çывăх çыннăмăрсене ыран Шăмăршăри Культура керменĕнче иртекен уяв концертне йыхравлатпăр.

Уяв ячĕпе сире, аннесем! Сирĕншĕн пурнăçра яланах чи лайăххи çеç пултăр. Мухтанатпăр сирĕнпе, умăрта пуçăмăрсене таятпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика