Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель çынна çын тăвать

29 ноября 2008 г.

ВАСАН ялĕнче пурăнакан Н.Г.Павлова Шăмăршă тăрăхĕнче пĕлмен, палламан çын сахал пулĕ. Николай Герасимович хăйĕн ĕмĕрне педагог ĕçĕнче ирттерет. Пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă учитель сăмахĕпе те, тыткаларăшĕпе те ентешсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче.

Н.Павлов, тивĕçлĕ канура пулин те, хăйĕн пархатарлă ĕçне – çынпа хутшăнса калаçассине, вĕрентессине пăрахмасть-ха. Çак ĕçе вăл юлашки çулсенче «Хыпар» тата «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатсем урлă та туса пырать. Çавăнпа Николай Герасимовича пурте асăрхаççĕ, ун сăмахĕсене итлеççĕ тата ĕçне чунтан хисеплеççĕ. Эпĕ хам Н.Павловăн статйисемпе заметкисене питĕ кăсăкланса вулатăп. Унăн вуншар ĕçĕнче хамшăн кирлине, паянхи ыйтăва тивĕçтерекен канашсене шыратăп. Ăста та пуçаруллă ĕç ветеранĕн сăмахĕсенче ырă сĕнÿсем сахал мар куратăп.

Чăваш халăхĕ çапла калать: «Тырă пулмасан – пĕр çул хуйхă, ача-пăча ăнмасан – ĕмĕрлĕх хуйхă». Çак сăмахсене шута илсе педагог-ветеран, кая юлсан каю ан шăттăрччĕ тесе, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн, вĕренекенсемшĕн тарăн шухăша яракан витĕмлĕ сăмахсемпе воспитани темипе статья хыççăн статья çырать. Тĕрлĕ темăна пайлама пулать вĕсене: шкул, çемье, общественность.

Çемье – çĕршыв тĕрекĕ. Çемьере çамрăк ăру – çĕршывăн пуласлăхĕ çитĕнет. Вăл мĕнле ÿссе çитĕнесси кашни уйрăм çемьерен килет. «Ырă вăрлăхăн çимĕçĕ те ырă!» - тенĕ ваттисем. Шăпах çакăн пек ырă, лайăх çимĕç çитĕнтĕрччĕ тесе Н.Павлов «Тĕрĕс пăхса çитĕнтернĕ ача – санăн ватлăхри канăçу», «Мĕн вăл воспитани;», «Хулă чухне авмасан...», «Çирĕп çемье – патшалăх тĕрекĕ», «Çирĕп çемье – çĕршыв малашлăхĕ» тата ытти статьясенче ашшĕ-амăшĕсемпе çамрăк педагогсене вĕрентсе ăс-тăн парать, тĕрлĕ йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕрсене кăтартать.

Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет енĕпе воспитани парасси çине уйрăмах пусăм тумаллине палăртать «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Н.Павлов. Çакна эпĕ «Вĕрентме те вĕренмелле», «Мĕн вăл пĕлÿ;», «Урок пултăр урок», «Тавçăруллă, пултаруллă пулăр» тата ытти статьясенче тупса палăртрăм. Унтах çамрăк вĕрентекенсемшĕн хăйсен йывăр ĕçĕнче çăмăллăх шыраса тупмалли, пултаруллăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем тата мĕн чухлĕ.

Сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине те асăрхаттарать Н.Павлов хăйĕн статйисенче. «Эрехпе туслашсан пурнăçран час уйрăлан», «Таса чунпа пурăнатăн, вăрăм ĕмĕрлĕ пулатăн» статьясемпе вăл пурне те тĕрĕс пурăнма, ырă та тÿрĕ чунлă пулма ăс парать.

Ырă, ăслă çамрăксем паян пур çĕрте те кирлĕ, çарта та, станок умĕнче те... Шăпах çавăнпа ĕнтĕ Н.Павлов хаçат вулакансен умĕнче, XXI ĕмĕр çыннисене, обществăн пур енлĕ аталаннă гражданинне çитĕнтерес пархатарлă тивĕçе тĕплĕн туса пыма кирлине палăртать. Вăл пурне те пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, ăс-тăна аталантарма, пултарулăха çĕклеме тата ĕç патне туртăнма, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренме сĕнет. Хăйĕн ăшă чунĕпе кашнинех пурнăçра хăйсен вырăнне тупса тăван Чăваш Ене, аслă Раççее юрăхлă ăру çитĕнтерме тĕплĕн, тарăннăн шухăшласа, тăрăшса ĕçлеме вĕрентет.

Çапла, ватă учитель халь те хăйĕн хаклă сĕнĕвĕсемпе, ырă шухăшĕсемпе çынна çын тăвать. Малашне те унăн статйисене нумай-нумай çул хушши вуласчĕ-ха, аслă вĕрентекен пур чухне вĕренсе юласчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика