29 ноября 2008 г.
НИÇТА та ĕçлемен çамрăксенчен нумайăшĕ пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлмест, эрех ĕçет, наркотиксемпе усă курать.
Наркотиксенчен хăш-пĕрне ÿсентăрансенчен, теприсене химилле составран хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен пĕр йышшисене туртаççĕ, теприсене шăршлаççĕ, виççĕмĕшсемпе укол туса усă кураççĕ. Вĕсем çын организмĕшĕн пурте сиенлĕ, сывлăха хавшатаççĕ, ĕмĕре кĕскетеççĕ.
Наркотиксемпе усă куракан çынсене тĕсрен пăхсах уйăрма пулать. Хăйсене ÿсĕр çын пек тыткалаççĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ, куç шăрçисем е сарăлса каяççĕ, е пĕрĕнсе лараççĕ. Шприцсемпе усă куракан наркомансен ÿт çинче йĕппе шăтарнă йĕрсем нумай пулаççĕ.
Оппийпе, морфинпа, героинпа усă куракансем хăйсен çулĕсенчен ватăрах курăнаççĕ. Çÿçĕ тĕксĕмленет, татăлать, ÿчĕ шуранка, типĕ, пĕркеленчĕк. Куç шăрçи пĕчĕкленсе ларать, хăвăрт калаçаççĕ, хăйсене чĕрĕ тытаççĕ. Дозăран ирттерсе усă курсан, ыйхăллăн, анранăн курăнаççĕ.
Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма е темрен хăранăн тарма пултараççĕ. Куç шăрçисем чарăлаççĕ, пичĕ, куç хупанкисем хĕрелеççĕ. Хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклă калаçаççĕ. Наркотикпе ÿсĕрĕлнĕ çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне çăмăлттай тытать.
Тăтăш эфедронпа шăтарăнакансен сасси хăйăлти, вăйсăр, чĕлхи çуркаланса пĕтнĕ, куçĕсем путса кĕнĕ. Пÿрнисем, куç хупанкисем чĕтреççĕ. Сăлтавсăрах таçта хыпаланаççĕ, хусканăвĕсем хăвăрт пулаççĕ.
Наркотикле хатĕрсем пирĕн пата ытларах урăх çĕршывсенчен пысăк партисемпе килеççĕ. Наркобаронсем хăйсен «таварне» ăсатассипе темле те чееленеççĕ.
Чи лайăххи – наркотикле хатĕрсемпе вуçех усă курманни. Пĕр хăнăхсан, вĕсенчен хăтăлма çав тери йывăр.