03 декабря 2008 г.
ÇЕМЬЕ çавăрса килĕштерсе пурăнасси, ача-пăчаллă пуласси çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн тивĕçĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пынине мĕн çиттĕр тата; Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пурăнакан Поляковсем 50 çул пĕрле пурăнса хăйсене савăнмалăх пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Перасковья Никоноровнăпа Павел Алексеевич ялти нумай-нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хăйсен кун-çулĕнче вĕсем пĕр кун та ĕçсĕр ларман. Телейлĕ арăм 30 çул ытла сухăр юхтарнă, çемье пуçĕ колхозра вăй хунă. Халĕ те вĕсен ĕçчен аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Паллах, ылтăн туй вĕсемшĕн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ. Çак пулăма палăртма Поляковсене районти ЗАГС уйрăмне чĕнчĕç, салам сăмахĕсене вĕсен ячĕпе килнĕ хăнасем каларĕç.
Поляковсен ылтăн туй пулсан, Пуянкассинче пурăнакан Богатновсен – кĕмĕл туй. Валентина Витальевнăпа Вячеслав Артемьевич та çирĕм пилĕк çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннине пухăннă çынсем умĕнче каласа кăтартрĕç. Телейлĕ мăшăр кĕмĕл çĕрĕсем тăхăнчĕ. Çĕрĕсене вĕсен ачисем туянса панă-мĕн. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл савăнăç парнелеççĕ Богатновсене.
Мендельсон маршĕпе çырăнтару пÿлĕмне çамрăк мăшăр – Шăмăршăри Екатерина Заклицкаяпа Дмитрий Юнкеров – килĕшÿллĕн кĕрсе малашне пĕр çемьене пĕрлешесси çинчен пĕлтерсе алă пусрĕç, пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартрĕç. Çамрăксене Поляковсемпе Богатновсем килĕштерсе пурăнма, ача-пăчаллă пулма пехиллерĕç.
Çак виçĕ туя ЗАГСра Анне кунне халалласа паллă турĕç. Уявра ЗАГС ертÿçипе специалисчĕ Е.Федоровапа М.Ефимова тăпăртатса çеç тăчĕç, чаплăн ирттерсе ячĕç. Çавăн пекех Поляковсене, Богатновсене, Юнкеровсене килнĕ хăнасем саламларĕç, парнесем пачĕç. Уйрăмах, райадминистрацинчен чĕннĕ хăнасенчен Л.Портнована, Н.Хвандеевана, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн специалистне Г.Петькована ăшă сăмахсемшĕн тав турĕç. Уява илем кÿрсе Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Ахаяс» фольклор ушкăнĕ юрăсем юрларĕ, Шăмăршă шкулĕнчи «Фламинго» ушкăн ташăсем ташларĕ.