03 декабря 2008 г.
РАЙОНТИ инвалидсем социаллă страховани фончĕ урлă патшалăхран тĕрлĕ çăмăллăхсем илсе тăраççĕ. Акă, кăçалхи 11 уйăхра 25 инвалида курорта кайса сипленме тÿлевсĕр путевкăсем уйăрнă. Вĕсем, тĕпрен илсен, хăйсен сывлăхне республикăри «Волжские зори», «Волга» санаторисенче çирĕплетнĕ. Ачаран инвалид пулса ÿсекенсене вара «Лесная сказка» санаторие сипленме яратпăр. Производствăра сусăрланнисем те патшалăх тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ. Медицинăпа социаллă эксперт комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çакнашкал нушана лекнĕ 12 çынна кăçал санаторире сипленме путевкăпа тивĕçтернĕ. Асăннă эксперт комиссийĕн йышăнăвне тĕпе хурса, йывăр чирлĕ инвалидсене, чир-чĕре кура, сасă вăйлатакан аппарат, костыльсем, инвалид урапи, вырăн таврашĕ, ытти япала парса пулăшатпăр. Патшалăх социаллă страховани фончĕ урлă уйăракан тĕрлĕ çăмăллăхсемпе инвалидсем туллин тата вăхăтра усă курма пултарччăр тесе тимлесси ĕçре тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.