Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЧĂВАШ ЯЛĔСЕНЧЕ ĔÇЧЕН ТЕ МАТТУР ÇЫНСЕМ ПУРĂНАÇÇĔ»

06 декабря 2008 г.

ЧĂВАШ Республикин яллă регионĕсене малалла аталантармалли нумай вăхăтлăх чăваш-нимĕç проекчĕ ĕçлеме тытăнни çинчен пирĕн вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çак проект мĕнле пурнăçланса пынипе нимĕçсем интересленсех тăраççĕ, ку тĕлĕшпе ют çĕршыв специалисчĕсем пирĕн районта та темиçе хутчен те пулчĕç.

Ытлари кун – декабрĕн 2-мĕшĕнче – нимĕç делегацийĕ каллех Шăмăршă тăрăхне çитрĕ. Проект ертÿçине, Пĕтĕм тĕнчери миграци центрĕн экспертне Гуидо Яношек господина, Германири апат-çимĕç, ял хуçалăхĕ тата потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен министерство уполномоченнăйĕсене Майке Рассбах тата Ральф Роговски господинсене, чăваш-нимĕç проекчĕн менеджерне Мари Кюнстлинг госпожана, проект ассистентне Елена Добрынина госпожапа проект тăлмачне Валентина Краснова госпожана Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Хăнасем чăн малтан Пăчăрлă Пашьелĕнчи «Бездна» фермер хуçалăхĕнче пулса курма кăмăл турĕç. Нимĕç-чăваш проектăн ырă палăрăмĕсем кунта яр-уççăн курăнаççĕ: таса ăратлă выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿссех пырать, çитес çул çĕнĕ вите хута яма хатĕрленеççĕ, халăхран сĕт туянса çак продукцие ĕçе кĕртессипе икĕ оборудовани вырнаçтарнă тата ытти те. Нимĕçсене таса та тулли ÿтлĕ пăрусем те, кинори пек илемлĕ сысна çурисем те килĕшрĕç. Апат пахалăхне шăршласа пăхса пысăк хак пачĕç.

Çула май хăнасем Асанкасси ялне чарăнчĕç, Ю.Инголов фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Инголовсем картиш тулли выльăх усраççĕ. Ĕнесен шучĕ кăна ултă пуç, пăрăвĕсем те саккăр. Тăхăр гектара яхăн çĕр çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕпе выльăх чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улми, утăлăх курăк çитĕнтереççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрне завода леçнĕ те, çирĕм ултă михĕ песук тиесе килнĕ. Ăна сутса укçа тăваççĕ. Çĕр улми те пĕр тонна çурă ытла пуçтарса кĕртнĕ. Хăйсен пахчинчен вун пилĕк витре виктори çырли пуçтарса сутнă.

Делегаци ертÿçи Гуидо Яношек господин чăваш хресченĕсем канăçсăр та маттур пулнине палăртрĕ, ĕçченлĕхпе вĕсем нимĕçсенчен пĕрре те кая юлмаççĕ, терĕ.

Германипе Чăваш Ен хушшинчи туслă çыхăнусем аталанни выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне тĕпрен лайăхлатма, витесене хальхи ыйтусене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлатма, туса илекен продукцие вырăнтах тирпейлессине йĕркелеме тата нимĕçсем патĕнче стажировкăра пулса ăста кадрсем вĕрентсе хатĕрлеме май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика