Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх юррисен фестивалĕ

06 декабря 2008 г.

ИРАИДА Вдовинана (вăл чăваш халăх юррисене пухнă тата юрланă) халалланă халăх юррисен республикăри «Ай, юрлар-и;» фестивальне хутшăнса, районти художество тата фольклор коллективĕсем, уйрăм солистсем хăйсен пултарулăхне Энтĕрьелĕнчи Культура çуртĕнче кăтартрĕç. Энтĕрьелĕнчи, Кивĕ Чукалти, Чукалти, Карапай Шăмăршăри, Пуянкассинчи клуб учрежденийĕсем çумĕнчи илемлĕх коллективĕсем, Палтиелĕнчи, Васанти тата Çĕнĕ Шăмăршăри уйрăм юрăçсем чăваш юррисемпе чăннипех те савăнтарчĕç.

Районти фестиваль кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен «И. Вдовина репертуарĕнчи юрăсене юрласси» номинацире жюри Пуянкассинчи художество коллективне (ертÿçи Л. Михайлова) – пĕрремĕш, Çĕнĕ Шăмăршăри тата Ярăславри Любовь Мироновапа Снежана Тихонова солисткăсене иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем парса чысларĕ. «Халăх юррисене юрласси» номинацире Энтĕрьелĕнчи фольклор коллективĕ (ертÿçи И.Федорова) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Татьяна Малеевапа (Кивĕ Чукал) Нина Полякова (Карапай Шăмăршă) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. «Вырăнти фольклор юррисене юрласси» номинацире Кивĕ Чукалти «Пилеш» фольклор коллективĕ (ертÿçи З.Карзанова) – пĕрремĕш, Чукалти (З.Савельев) тата Карапай Шăмăршăри (З.Падюкова) художество ушкăнĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Призлă вырăнсем йышăннă коллективсемпе уйрăм солистсене жюри райадминистрацин вĕрнтÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Грамотипе, Дипломпа тата кĕнекепе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика