Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 34 çул фермăра

06 декабря 2008 г.

ÇĔНĔ Шăмăршăра çуралса ÿснĕ В.Давыдов пурнăçра нихăçан та çăмăл ĕç шыраман, хура ĕçрен пăрăнман. Ахăртнех çак хăнăху ăна ĕçчен ашшĕ-амăшĕнчен куçнă пулĕ. Вĕсене пулах пĕчĕк Витьăна та пĕчĕклех куршанак çыпăçнă. Шкул хыççăн телей шыраса ниçта та тухса кайман вăл – ун чухнехи «Шемуршинский» совхозра тĕпленнĕ, фермăра слесарь-сантехник пулса ĕçлеме тытăннă.

Пĕрре те çăмăл ĕç мар ку. Тăтăшах тислĕк ăшĕнче те чакаланма тивнĕ: витесенче тислĕк кăларакан транспортерсем татăлмасăр пулман. Кунсăр пуçне, ытти оборудование те унăн пăхса тăма, ĕçлеттерме, юсама лекнĕ.

Çара та кунтанах кайнă В.Давыдов, 1972 çулта ăна тăван коллектив çĕршыва шанчăклăн сыхлама пиллесе ăсатнă. Чăваш ятне яман йĕкĕт – чăннипех маттур салтак пулнă.

Çар тумне хывсан ĕнерхи салтак каллех фермăна таврăннă, пĕр хăнăхнă унчченхи ĕçе пикеннĕ.

– Вăтăр тăватă çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа, - тет Виктор Анатольевич, халĕ тулли мар яваплă «Шанс» обществăра вăй хураканскер.

– Çак хушăра урăх ĕçе куçасси пирки пĕрре те шутламан-и; - ыйтрăм унран сăмах май.

– Нихăçан та, - кĕске пулчĕ унăн хуравĕ. – Чун туртсан, кашни ĕçех лайăх.

Çапла, хуçалăхри чи маттур ĕçченсенчен пĕри В.Давыдов слесарь-сантехник. Хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне, кирлех пулсан, трактор рулĕ умне те ларма пултарать, ытти енĕпе те унăн аллисем ылтăн темелле. Çакна хуçалăх ертÿçи те çирĕплетет, хастар ĕçчене ырăпа çеç асăнать.

– Çакнашкал çынсем çинче тытăнса тăрать те хуçалăх, - терĕ хуçалăх ертÿçи В.Еремеев. – Нихăçан та хушасса кĕтсе тăмасть Витя, ир пуçласа каçчен фермăра вăл. Кану тата уяв кунĕсем те çук уншăн.

Хастар ĕçшĕн Виктор Анатольевич Хисеп хучĕсемпе парнесене те пĕрре çеç мар тивĕçнĕ. Кăçалхи Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче те ăна йышлă халăх умĕнче чысларĕç.

Унăн мăшăрĕ те хăй пек ĕçчен те тăрăшуллă. Нумай çул ĕнтĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта повар пулса ĕçлет, ачасене тутлă апатпа савăнтарать. Килĕшÿллĕ çемье виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли çемьеллĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшĕ халĕ Санкт-Петербургра пурăнать. Кĕçĕнни хальлĕхе шкулта, тăххăрмĕш класра вĕренет.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ачисем те ĕçчен, тăрăшуллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика