06 декабря 2008 г.
КИЛТЕ выльăхсемпе хур-кăвакал йышлă усранăран, пĕчĕкренех чĕр чунсене юратса ÿснĕ вăл, вĕсене шелленĕ те. Пĕррехинче килте ĕне чирлесен ача чутах ĕсĕклесе йĕмен: – Анне, ĕне вилет вĕт, больницăна леçер мар-и;
Ун чухне, паллах, ачашăн «ветеринари», «медицина» ăнлавсем пачах ют пулнă-ха. Каярахпа çеç ăнланса илнĕ вăл çакна, выльăх-чĕрлĕхе юратнăранах ветеринари тухтăрĕ пулма шутланă.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцире вăй хуракан В.Кудрявцев çинчен сăмах пырать кунта. Сăмах май, Витьăпа пĕр çулхисемех эпир, шкулта та, Вăрнарти совхоз-техникумра та пĕрлех вĕреннĕ. Шкулта чухне вăл химипе биологи предмечĕсене уйрăмах килĕштеретчĕ. Çавна пулах хăйĕн профессине те çак тĕлĕшпех суйласа илчĕ юлташăм.
1982 çулта алла диплом илчĕ Виталий Александрович, тÿрех ветстанцире ĕçлеме тытăнчĕ. Пуçласах пысăк ĕç шанса пачĕç ăна, дезотряд начальникĕ пулма çирĕплетрĕç.
Çăмăл пулнă теме çук çак ĕçре. Хамăр та лайăх ас тăватпăр-ха: кашни хуçалăхрах витесем тулли выльăх-чĕрлĕхчĕ. Вĕсенчен пĕри çеç инфекци илтĕр – чир-чĕр туххăмрах сарăлса вăй илес хăрушлăх сахал марччĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ветработниксен кашни кун тенĕ пек çине тăрса ĕçлеме тиветчĕ. Фермăсене юсанă, выльăхсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра куçарнă вăхăтра уйрăмах канăç пулман: кашни витенех, витесенчи уйрăмсене тĕплĕн дезинфекци тунă. Çакна пулах выльăхсен вилеслĕхĕ пĕчĕк шайраччĕ, çамрăк пăрусем, сысна çурисем те лайăх сыхланса юлса çитĕнетчĕç. Кунта, паллах, В.Кудрявцевăн тÿпи те пысăк мар.
Юрĕ, ку кулленхи ĕç тейĕпĕр. Анчах ветеринари тухтăрĕшĕн канмалли кун та, уяв та çук. Медик пекех вăл – кирек хăш вăхăтра та чирлесе ÿкнĕ, сусăрланнă выльăх-чĕрлĕхе пулăшма хатĕр. Тепĕр чухне çĕр варринче те çынсем алăка пырса шаккаççĕ:
– Виталий Александрович, ĕне чирлесе ÿкрĕ, нимĕн тума та пĕлместпĕр – пулăшаймастăр-ши;
Нихăçан та пуç çаптарса тăмасть ветеринар: çĕр варринче ăшă вырăн çинчен тăрса, шартлама сивве, çил-тăмана, çумăра пă-хмасăр чĕннĕ çĕре васкать. Кирек мĕн калăр та, ял çыннишĕн пурнăç тыткăччи – выльăх-чĕрлĕх. Çынсене пулăшу кÿнĕ самантсем ун пурнăçĕнче халиччен мĕн чухлĕ пулман-ши; Çакна вăл хăй те пĕлмест пулĕ. Ун вырăнне ăна мăшăрĕ хăш чухне, тен, юратса та пулĕ, çапларах ÿпкелешет:
– Саншăн çемье, кил мар, ытларах выльăх-чĕрлĕх хаклăрах пулĕ...
Паллах, ăна та ăнланма пулать. Анчах В.Кудрявцев хăйĕн професси тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама хăнăхнă– чунĕ çапла хушать. Çакăнтан пархатарли вара нимĕн те çук: выльăхсем – чĕлхесĕр, мĕн ыратни пирки каламаççĕ вĕт, тĕрĕс диагноза ветеринари тухтăрĕн палăртма, кайран сиплеме тивет.
Сăмах май, кăçал та хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх витисене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр умĕн тĕплĕн дезинфекци тунă. Кунсăр пуçне выльăхсене, вăл шутра ялти килти хушма хуçалăхсенче тытаканнисене те, тĕрлĕрен чирсенчен вакцинаци тăваççĕ. Паянхи кун дезотрядра виçĕ çын вăй хурать: В.Кудрявцевсăр пуçне – А.Захарова ветфельдшер тата В.Каримов водитель. Вĕсен ĕçне йĕркелесе пыраканĕ – Виталий Александрович.