17 декабря 2008 г.
ТĂТĂШАХ иртеççĕ интереслĕ мероприятисем Пăчăрлă Пашъелĕнчи Культура çуртĕнче. Акă паян та кунта çын нумай пуçтарăнчĕ. Мĕншĕн тесен çемьесен уявĕ иртет. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ял поселенийĕн администрацийĕ Çемье çулне халалласа пысăк мероприяти йĕркеленĕ. Çак уявра Иванюковсен, Юртаевсен, Сандрейкинсен, Можаевсен, Любезновсен тата Уркинсен çемьисем хутшăнчĕç. Кашни çемье асăнмалăх парнене тивĕç пулчĕ.
Шкул ачисем Т.М.Малеева, Н.В.Ермолаева, Е.В.Угарина, Н.Н.Угарина учительсем ертсе пынипе çемьесене халалласа концерт лартса пачĕç.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Д.Матвеев тăрăшуллă, ĕçчен те хастар çемьесене палăртса хăварчĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, çемьере ăнăçу, юрату, килĕшÿ сунчĕ.
Уяв малалла çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Мероприятие библиотека ĕçченĕсем ăста ертсе пычĕç. Çак кун уява хутшăннă кашни çемьен тата куракансен асăнче ĕмĕр асăнмалăх юлчĕ.