Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿхе пăр шанчăксăр

20 декабря 2008 г.

ÇАНТАЛĂК кунран-кунах сивĕтсе пырать. Юхан шывсемпе пĕвесем пăрпа витĕнчĕç. Çакă малтанхи вăхăтра çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Паллах, темле асăрхансан та хăш чухне инкек сиксе тухма пултарать. Кун пек чухне шыва кĕрсе ÿкнĕ çыннăн мĕн тумалла-ха; Унăн алăсене сарма, пăр хĕррине çакланма тăрăшмалла. Кĕлеткене тÿрĕ тытмалла, хăвăрт хусканусем тумалла мар. Пăр хĕррине кăкăрпа выртса малтан пĕр урине, унтан тепĕр урине çÿле кăларма тăрăшмалла. Шывран тухсан пăр тÿснине туйса илсен çыран еннелле хуллен шумалла. Çакна та асра тытас пулать: килнĕ çулпах каялла каймалла. Мĕншĕн тесен унти пăр шанчăклине, утма тÿснине хăвăрах курса ĕнентĕр ĕнтĕ. Вăл сирĕн кĕлетке йывăрăшне чăтма кирлĕ.

Ача-пăчана конькипе пăр çинче ярăнма ирĕк париччен малтан унăн хулăнăшне тĕрĕслесе пăхмалла. Халăх йышлă пулакан çĕрте унăн хулăнăшĕ 25 сантиметртан кая пулмалла мар.

Хĕл кунĕсенче пулă тытма юратакансем те йышлă. Вĕсен пăр çийĕн чупма, сикме юрамасть. Пĕр çĕре пысăк йышпа пухăнса тăни те инкек патне илсе çитерме пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика