30 декабря 2008 г.
ÇĔРЛЕХИ Шăмăршă илемĕпе киленсе курнă-и; Вун-вун çутăпа çиçсе тăрать вăл. Çак пулăм, хăтлăх чунра ырăлăх, савăнăç çуратаççĕ.
Çакна пĕлтеретпĕр: кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2009 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен республикăра «Çутă пултăр!» фестиваль-конкурс иртет. Апла Шăмăршăра çеç мар, ялсенче те каçсерен çутă вылявĕпе киленме май пулĕ.
Конкурс тĕллевĕ пархатарлă: общество инфратытăмне аталантарасси, тулашри çутă тытăмĕн строительствине йĕркелесе çитересси, çирĕплетнĕ территорие илемлĕ тата тирпейлĕ тăвас тĕлĕшпе çутă майĕпе кирлĕ пек усă курма хăнăхтарасси...