30 декабря 2008 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта тĕрлĕ наци ачисем пĕлÿ пухаççĕ. Ытларахĕшĕ – тутар тата чăваш ачисем. Шкулта ачасем чăваш, вырăс тата тутар чĕлхисене вĕренеççĕ.
1993 çултанпа, Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн, чăваш чĕлхи тата вырăс чĕлхи пирĕн республикăра патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ. Нацисем хушшинчи çыхăнусем тĕрĕс йĕркеленччĕр тесе, чăваш чĕлхине наци шкулĕсенчи тутар чĕлхине вĕренекен классенче те вĕрентме тытăнчĕç.
Кăçал пирĕн шкула пуçласа 1-мĕш класа килнĕ ачасенчен те нумайăшĕ тутар наци ачисем. Çавах та вĕсем чăвашла калаçма майĕпен хăнăхса пыраççĕ. Уроксене тĕрлĕ вăйă мелĕпе ирттерни те чăваш чĕлхине вĕренме нумай пулăшать.
Нумаях пулмасть ирттернĕ пуçламăш классен эрнинче пĕрремĕш классем чăвашла тĕрлĕ юмахпа шÿтсем лартса парса куракансене савăнтарчĕç. Рольсене пĕри тепринчен ăстарах вылярĕ. «Çарăк» юмах инсценировкинче Линара Тазетдинова, Марсель Емдиханов, Алсу Емдиханова, Ильназ Незметдинов, Динара Незметдинова тата Дание Азизова пултаруллă пулчĕç. «Упапа тилĕ» юмаха вара Данир Минулловпа Данил Макаров питĕ ĕнентерÿллĕ выляса пачĕç. Руслан Габитовпа Данир Минуллов кăтартнă «Лаша шырани» шÿт те пурин кăмăлне кайрĕ. «Уçăлма тухнă шăши çури» юмахри сăнарсене вара Аделина Кузьминапа Данил Макаров питĕ кулăшла вылярĕç.
Тутар наци ачисем 1-мĕш класрах чăвашла сценкăсем лартма пултарни куракансене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те аякра юлман: кашниех хăйĕн ачи валли кирлĕ тумтир хатĕрленĕ. Курма килекенсем те пулчĕç актовăй залра.
Тĕрлĕ чĕлхепе калаçма вĕренни халăхсен йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентет, туслăха çирĕплетме пулăшать.
Пултаруллă ачасене шкул администрацийĕ Грамота парса чысларĕ, вĕренÿре те, урок тулашĕнчи мероприятисенче те ăнăçу сунчĕ.