Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк уçрĕ алăк

13 января 2009 г.

ÇĔНĔ, 2009 çула кĕнĕ май, иртсе кайнă çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт. Шăпах çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ анлă канашлу тунти кун район администрацийĕнче. Ăна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертсе пычĕ.

Канашлура сăмах илнисем – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ О.В.Никифорова тата ыттисем – иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсене палăртнипе пĕрлех 2009 çулта умра тăракан задачăсене те кăтартса пачĕç. Кризис кăларса тăратакан йывăрлăхсене пăхмасăр, район экономикипе социаллă пурнăçне малалла аталантармалла, халăх пунăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Чи кирли – пуçаруллă, хастар пулмалла, ответлăха çирĕп туймалла, юлхавлăхпа ÿрĕк-сÿрĕклĕхе татăклăн сивлемелле.

2009 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Çĕр ĕçченĕн çулĕ тесе палăртнă май, кăçал акăнмасăр пĕр гектар çĕр те ан юлтăр тесе тăрăшмалла. Çакă уйрăм хуçалăхсене те пырса тивет.

«Район çыннисем йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмассине шанса тăратпăр», - терĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика