Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салахутдин абый – телейлĕ çын

13 января 2009 г.

УЯВСЕНЧЕ е ĕçкĕ-çикĕре вăл çĕнĕ костюмĕ çине Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ çакать те, телейлĕн йăл! кулса илет.

– Пурнăçăма ÿпкелемелли çук, - тет Салахутдин Мемлетович. – Ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра ĕçлерĕм, манăн ĕçе тивĕçлипе хакларĕç. Мĕншĕн савăнас мар-ха ватлăхра;

Çак кунсенче эпĕ Салахутдин абыя 70 çул тултарнă ятпа саламлама ятарласах пытăм. Диван çине ларса чылайччен калаçрăмăр унпа.

Ялти шкулăн 7 класне пĕтерсенех колхозра ĕçлеме тытăннă вăл. Çул çитсен салтака кайнă. Çартан таврăнсан комсомол путевкипе Казахстана çул тытать. Кунта ял хуçалăх училищине пĕтерсе механизатор профессине илнĕ. Унтан тăван ялне таврăнать те, «Мир» колхозра комбайнерта ĕçлеме пуçлать. Пĕр улшăнми 40 çул ытла уй-хирти ылтăн тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ Салахутдин Мемлетович. Хастар ĕçшĕн ăна Тăван çĕршыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальпе наградăланă. Пилĕк хутчен вăл районти вырма паттăрĕ ята тивĕçнĕ.

С.Гимадиев утмăл тăххăр тултаричченех комбайнерта ĕçлерĕ, халĕ те техника патĕнчен уйрăлман – мехпаркра хуралçăра тăрăшать. «Кирлех пулсан, комбайн çине те ларма хатĕр», - тет Салахутдин абый.

С.Гимадиев пек çынсем яла илем кÿреççĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунар ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика