13 января 2009 г.
АШШĔ – Федор Николаевич – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух Иркка иккĕре çеç пулнă. Çавăнпа та вăл ăна ас тăваймасть те, амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх çеç пĕлет. Дарья Сергеевна упăшкинчен тăватă ачапа тăрса юлать. 1943 çулта, ватти-вĕтти колхоз хирĕнче тар юхтарса тырă вырнă чух, Хайпăла ялне фронтран Федор Николаевич Сергеев рядовой Орел облаçĕнчи Болховски районĕнчи Хмелевая ялĕ патĕнче пулнă хаяр çапăçура фашистсемпе паттăррăн çапăçса вилни çинчен хыпарлакан хăрушă çыру çитет.
Йывăр хуйха ĕçре пусарнă Дарья Сергеевна, ачисемпе йăпаннă. Пĕр кун юлмасăр колхоз ĕçне хутшăннă пулин те, ачисене амăш ăшшине парса, ырă çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ.
Вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи йывăрлăх çинчен çак хĕн-асапа тÿссе ирттернисем тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама пултараççĕ. Ашшĕсене фронтра çухатнисен кун-çулĕ тата та йÿçĕрех пулнă вĕт-ха. Иркка та аттелĕ тантăшĕсем çине ăмсанса пăхнă, хăйĕн ашшĕ те хăçан та пулин чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтнĕ.
Инкек çине синкек тупăнсах тăнă çурма тăлăхсемшĕн. 1949 çулта вĕсен çурчĕпе хуралтисем тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каяççĕ,салтак арăмĕ тăватă ачипе Виçпÿрт Шăмăршăри тăванĕсем патне пурăнма куçать.
Мĕнле те пулин сыпăнтарса пырса пурнăçа юсамаллах, юрать-ха инкек тÿснисене колхоз пулăшсах тăнă. Ял-йыш та ăшă кăмăлпа алă панă, «пур – пĕрле, çук – çурмалла», - тенĕ ун чух çын нушине лайăх ăнланакан чăваш халăхĕ.
Кăштах çитĕнсе алла сенĕк тытма пултарсанах, Иркка колхоз сыснисене пăхма пуçланă. Колхоз председателĕ – В.П.Кошкин – пĕр пухура Ирккана хастар ĕçшĕн халăх умĕнче мухтаса савăнтарать.
Вун çиччĕ тултарсан Ирккана ялти маттур йĕкĕт Николай Муллин çураçать, туй туса пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Качча тухнăранпа мĕн ватăличченех Ираида Федоровна уй-хир бригадинче вăй хурать. Чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Тăван çĕршыв И.Ф.Муллинана Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чыслать. Шупашкартан, Шăмăршăран тата тăван колхозран панă Хисеп грамотисем те теçетке ытла. Ираида Федоровнана çавăн пекех «Правда» колхозăн хисеплĕ колхозници» ят та панă.
1989 çулта И.Ф.Муллина тивĕçлĕ канăва кайнă. Пенсие тухсан та 7-8 çул хушши бригада ĕçне хутшăннă вăл, ял-йышран юлас темен.
Ултă ача çуратса ÿстернĕ Николай Митрофановичпа Ираида Федоровна Муллинсем. Шел, Николай Митрофановичпа ывăлĕ – Петр Николаевич – йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Вун тăватă мăнукĕ, мăнукĕсен çичĕ ачи Ираида Федоровнана «кукамай» тата «асанне» тесе çеç тăраççĕ, хăй те пĕчĕкскерсене чĕререн юратать. Килти пахчинче çитĕнтернĕ улма-çырлапа сăйлать, юрă юрласа, юмах каласа савăнтарать.
Январĕн 13-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи хисеплĕ çын Ираида Федоровна Муллина хăй 70 çул тултарнине паллă тăвать. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, мĕнпур тăванĕсемпе çывăх çыннисем чун-чĕререн саламлаççĕ, 100 çул ытла пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Ватлăх мĕнне пĕлмесĕр ырă ĕмĕтпе пурăнăр, Ираида Федоровна, хĕл хыççăн килекен чечеклĕ çуркуннепе, ылтăн тырă ÿсекен анлă уй-хир илемĕпе савăнăр.