13 января 2009 г.
НУМАЯХ пулмасть, Çĕнĕ çул умĕн, Шăмăршăри вăтам шкулта «Наука. Творчество. Аталану» темăпа районти вĕренекенсен наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Наукăпа искусствăн тĕрлĕ çул-йĕрĕпе 16 секци ĕçлерĕ. Вĕсенче хăйсен творчество проекчĕсене районти мĕн пур шкулсенчи 130 вĕренекен хÿтĕлерĕ. Секцисен (2007 çулта – 10) тата вĕсене хутшăнакансен (2008 çулта – 110) шучĕ ÿсни те савăнтарать. Çĕнĕ секцисене («Музыка», «Историпе краеведени», «Хими», «Сывлăх», «Пуçламăш классем») ачасем кăмăлласа йышăнчĕç. Пуçламăш звенори ачасен активлăхĕ ÿснине те палăртмалла: секцие хутшăнакансен шучĕ 6-ран 22-е çитнĕ. Асăннă конференцие пĕчĕккисем аслисем пекех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хальхи конференци хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхпа та палăрса юлчĕ. Проектсене хатĕрленĕ тата вĕсене хÿтĕленĕ вăхăтра авторсем пурте компьютер технологийĕсемпе усă курчĕç.
Творчество ĕçĕсен пахалăхĕ сисĕмлех ÿснĕ, участниксен йышĕ пысăкланнă май, секцисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртма та çăмăлах пулмарĕ. Конференцие хутшăннă вĕренекенсенчен нумайăшĕ райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Грамотисене тивĕçрĕ.
Малта – тата яваплăрах тĕрĕслевсем. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче кăтартĕç. Шкулсенче вĕренекен тĕпчевçĕсем кăçал та республика шайĕнче хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартасса, район чысне кирлĕ пек хÿтĕлессе шанас килет.