17 января 2009 г.
ÇĔНĔ ÇУЛ уявĕ ыран тенĕ чух район центрĕнчи чи пысăк лавккана кĕтĕм. Вăрăм çÿлĕксем, унччен вун-вун кĕленче эрехпе йăлтăртатса ларакансем, пуш-пушах пулнине асăрхарăм. Çынсем кĕреççĕ те, эрех çуккипе пăшăрханса тухса каяççĕ.
– Ĕнерпе паян пин бутылка ытла сутрăмăр та, ăçтан çиттĕр ĕнтĕ эрехĕ; - терĕ касса аппарачĕ умĕнче ларакан чиперкке сутăç.
Район центрĕнче эрех сутакан лавккасемпе кафесем темиçе те, вĕсем те çĕр-çĕр бутылка сутнă ĕнтĕ. Паллă сăвăç калашле: «эрех юхать шыв пекех, ĕçетпĕр талăкĕпех...»
Эрехсĕр пуçне, миçе çĕр литр сăмакун ĕçмен-ши çак уяв кунĕсенче; Кăна никам та шута илекен çук, шутласа кăлараймăн та. Килти «заводсем» уявччен чылай маларах «ĕçлеме» тытăннă та, уяв кунĕсенче те хаяр шĕвек шăнкăртатма чарăнман пулĕ.
Эрех-сăра сывлăхшăн питех те сиенлĕ пулнине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Вăл чĕрене тата юн тымарĕсене, пĕвере хытă сиенлет. Нерв системине пĕтĕмпех йĕркерен кăларать. Алкоголь витĕмĕпе юн тымарĕсем пĕрĕннинчен вăйлă чĕре приступĕ пулма тата пĕр кĕтмен çĕртен çын вилме те пултарать.
Пирĕн районта пĕлтĕр çын вилнĕ тĕслĕхсен сахалтан та 30 проценчĕ эрех ĕçнипе çыхăннă, терĕç мана тухтăрсем. Хăрушă!
Ĕçме пăрахмаллах. Харпăр-хăй вăй çитереймесен, çак чиртен хăтăлма ятарлă больницăра выртса сипленмелле. Çемьере те, ĕçре те сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла. Пурнăç эрехсĕрех илемлĕ вĕт-ха, мĕншĕн Турă уйăрса панă шутлă кунсене наркăмăш ĕçсе татах та кĕскететпĕр; Ăса кĕрер-ха, çынсем!