17 января 2009 г.
Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ шкул ачисем валли «Эп çуралнă тăван ял» ятлă конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
Конкурса тăратакан тĕрленчĕксемпе очерксем, сăвăсемпе сăн ÿкерчĕксем тăван ялпа унăн çыннисем çинчен пулччĕр, ял историне тĕпчесе çырнă материалсем пирĕншĕн уйрăмах хаклă.
Ĕçсене кăçалхи декабрĕн 10-мĕшĕччен «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе чыслăпăр тата парнепе савăнтарăпăр.
Эппин, хĕрÿ ĕçе пуçăнăр, çамрăк таврапĕлÿçĕсем! Сире çак ĕçре вĕрентекенсем пулăшса пырасса çирĕп шанатпăр.