21 января 2009 г.
КИВĔ ЧУКАЛ ялĕнче пулнă чух лавкка умĕнче вăрăм фургонлă КамАЗ автомашина тăнине куртăмăр. Çынсем машинăпа та, лашапа та пыраççĕ ун патне, тулли михĕсем тиесе килеççĕ.
– Саратов облаçĕнчен çĕр улми илме килчĕç, - терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Чурбанова. – Килограмне çичĕ тенкĕпе туянаççĕ. Сутакансем йышлă пирĕн, пиншер тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ.
Ялти кашни çемьен çĕр пур, хирте те пĕрер гектар уйăрса панă. «Иккĕмĕш çăкăра» хисеплеççĕ кунта, тухăçа туянакан яланах тупăнать.
Пĕтĕм тĕнче «кризис» тесе пĕçĕсене шарт çапнă тапхăрта Кивĕ Чукал ялĕ оазис пек туйăнать. Ял çыннисем ĕçсĕрлĕх мĕнне пĕлмеççĕ, укçасăр та лармаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни – укçа ĕçлесе тумалли тĕп çăл куçсенчен пĕри. Акă, А.Борзов килти хуçалăхĕнче ĕнепе тăватă пăру, пилĕк сысна усрать. Алексей Васильевич таврара паллă утарçă та: вĕлле çемйисен йышĕ вăтăртан та ытла.
Борзовсен çемйи спортпа та питĕ туслă. Алексей Васильевичăн арăмĕ Елена та, ывăлĕсем – Сергейпе Станислав çуран чупса та, йĕлтĕрпе ярăнса та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Районта иртекен ăмăртусене те Борзовсем хастар хутшăнаççĕ.
А.Борзовăн груз турттаракан автомашина та пур. Лесничествăран вутă çыртарса илеççĕ те, çемйипех касса-вакласа Тутарстанри е Елчĕкпе Патăрьел районĕсенчи ялсене кайса сутаççĕ. Çапла вара, çемье бюджечĕ пуянланать, ачисем те ĕçчен çитĕнеççĕ.
В.Микушин çемйи те выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш курать. Ĕне, виçĕ вăкăр, ултă сысна усраççĕ вĕсем, пыл хурчĕсен çемйисем те сахал мар. Çу кунĕсенче Микушинсем çемйипех хурăн милĕкĕ хатĕрлеççĕ, çĕршер тенкĕ укçа ĕçлесе тăваççĕ. Василий Ильич спортпа та туслă, ывăлĕ – Дима – ирĕклĕ майпа кĕрешсе Акатуй паттăрĕ те пулнăччĕ.
Кивĕ Чукалта пурăнакансем мĕн ĕлĕкренпех кăçатă йăвалама ăста пулнă. Ылтăн алăллă çынсем паян та пур-ха. В.Чурбанов, Л.Малеев тата ыттисем Пашьелпе Шăмăршă пасарĕсене кăçатăпа тивĕçтереççĕ.
Ялта – икĕ пилорама. М.Малеевпа Л.Карзанов таврари ялсенче пурăнакансене хăма çурса параççĕ. Халăха та лайăх, хăйсене те тупăш.
... Ялтан Шăмăршăна таврăнма тухсан тулли лав вутă тиенĕ çынна куртăмăр. Лавçи хĕрарăм иккен, вăрман делянкинчен таврăнать. Е.Емелькина вутă хатĕрлесе çынсене сутни çинчен хавхалансах каласа пачĕ. «Çак укçапа газ та кĕртрĕмĕр, çĕнĕ сĕтел-пукан та туянтăмăр», - терĕ Елена Николаевна. Лашапа çеç турттарать пулин те, кашни кун ĕçлесен самаях пуçтарăнать иккен. Вăрман касакансем хыççăн юлакан вут-шанка тирпейлесе тăрать вăл, ÿркенмен çынна мухтас килет.
...СТАТЬЯНА вĕçлес тесе шутланă чух иртнĕ канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев калани асăма килчĕ. Ун патне пĕр ялти хĕрарăм йышăнăва пынă иккен, пурнăç япăххи пирки ÿпкелешнĕ.
– Выльăх усратăр-и; - ыйтнă Валерий Петрович.
– Çук... - тенĕ хĕрарăм. – Хирти çĕр лаптăкĕ çинче те ĕçлеместпĕр.
Нимĕн те тумасăр, пурнăçа лайăхлатасси пирки шутламасăр пурăнакан çынсем укçасăр ларнинчен тĕлĕнме кирлĕ-ши; Вĕсене эпĕ автобус çине ларса Кивĕ Чукал ялне çитсе курма сĕнесшĕн. Кунта кризис пирки пĕрре те калаçмаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ.