21 января 2009 г.
ÇĔНĔ ТĂРĂНПА Карапай Шăмăршă ялĕсен урамĕсенче ăна тăтăшах курма пулать. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн аслă специалисчĕ Г.Н.Петькова ял çыннисен хуçалăхĕсене çитсе журнала тивĕçлĕ даннăйсем кĕртет, законодательствăпа палăртнă тĕрлĕ йышши налуксем пухать. Кунсăр пуçне Галина Николаевна паспортсемпе çар билечĕсен учечĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе те ĕçлесе пырать, ял поселени территорийĕнчи профилактика комиссийĕн ĕç-хĕлне тимлĕхре тытать, граждансене тивĕçлĕ хутсем çырса парать.
Ял çыннисемпе яланах ăшшăн калаçать Галина Николаевна, хăйне сăпайлă тытать. Ял поселенийĕн пуçлăхĕпе В.В.Денисовпа, тепĕр специалистпа – А.Г.Шомполовапа килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем, пĕрлехи вăйпа граждансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿме, çивĕч ыйтăвĕсене татса пама тăрăшаççĕ.
Малтан культура тата педагогика отраслĕсенче вăй хуни те ĕçре пулăшу парать Г.Н.Петькована. 1976 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Галина Николаевна 15 çул ял библиотекинче тăрăшнă, заочнăй майпа Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă. Л.И.Арбузова заведующипе пĕрле вулакансем валли интереслĕ мероприятисем нумай йĕркеленĕ. 1987 çулта Г.Н.Петькова районти çамрăк библиотекарьсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса республикăри конкурса та хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
1996-2006 çулсенче вара вырăнти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пĕрлех класс руководителĕн ĕçне те пурнăçланă. Заочнăй майпа университет пĕтернĕ. Галина Николаевна районти учительсен конкурсне те хутшăннă, Грамотăна тивĕçнĕ. 2006 çулта вара ăна ял поселенийĕн администрацине ĕçлеме чĕнсе илнĕ.
– Галина Николаевна хăйĕн тивĕçне, эпĕ хушнă ытти ĕçсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, - терĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов. – Кунсăр пуçне тĕрлĕ обществăлла ĕçсенче те хастарлăх кăтартать.
Обществăлла ĕçсем тенĕрен, Г.Н.Петькова 1990 çултан пуçласа Хĕрарăмсен вырăнти совечĕн секретарĕ пулнă. 1997 çултанпа вара çак советăн председателĕ. Икĕ ялти хĕр арăмсен тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе тимлĕн ĕçлет, вĕсене мероприятисене явăçтарма тăрăшать. Галина Николаевна хăй те час-часах концертсене хутшăнать, дуэтпа, хĕр арăмсен ансамблĕнче, хорта юрласа хăйĕн çепĕç сассипе халăха савăнтарать. Ял-йыш ăна икĕ хутчен ял совечĕн депутачĕ пулма шаннă.
Пархатарлă ĕçшĕн Г.Н.Петькована Чăваш Республикин Культура министерствин, район администрацийĕн, ытти органсен Хисеп грамотисемпе чысланă.
Мăшăрĕпе, Петр Ивановичпа, икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Татьянăпа Ольга хăйсем килĕштернĕ специальноçпа вĕренсе диплом илнĕ, çемье çавăрнă. Пиллĕкри Кристина кукамăшĕпе кукашшĕне тулли савăнăç кÿрсе тăрать.
Паян Г.Н.Петькова шăпах 50 çул тултарать. Чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май сире çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр, хисеплĕ Галина Николаевна.